Лоурейру
Лоурейру ( Loureiro e Loureira ) - паха шурă иçĕм сорчĕ.Тăван енĕ : Галиси ( Испани ).
Лоурейру сортран тунă эрехсем лавр тата персик шăршиллĕ пулаççĕ. Лоурейру - сайра сорт. Анлăрах Пиринеи çурутравĕнче сарăлнă:
- Испани: Галиси тăрăхĕнче Лоурейру Трещадура тата Альбариньо сорчĕсемпе хутăштарса паха эрехсем тăваççĕ;
- Португали: Минью тăрăхĕнче "симĕс эрехсем" ( Vinho verde) тăваççĕ.