Ломоносов Георгий Михайлович

Ломоносов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Георгий Михайлович Ломоносов (20.4.1905, хальхи Вăрмар районĕнчи, Кĕтеснер ялĕ – 5.1.1999, Мускав) — аслă вырăнсенче ĕçленĕ юрись (вăл шутра РСФСР Аслă Сучĕн пайташĕ), асаилÿсен авторĕ.

Кунçулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте çуралнса ÿснĕ.

Ăçта вĕренни

тӳрлет
  • Хусанти илемлĕхле-техникăлла лаçăри (унччен Хусанти илемлĕх шкулĕ тенĕ) сăрлавÿнер факультечĕн футуризм уйрăмĕ (ВХУТЕМАС, темиçе уйăх вĕреннĕ, 1920). Амăшĕ вилнĕ май тата выçлăх та пуçланнăран вĕренсе пĕтереймен.
  • Хусан универс]итечĕ çумĕнчи Юридици аслă курсĕсем (1923-1924)
  • Мускаври тивĕç-ирĕк институчĕ (1933-мĕш çулта пĕтернĕ)

Ăçта ĕçлени

тӳрлет

1925 çулта 3 следстви участокĕнче халăх следоватĕлĕ (Патăръел). Шакурпа Калюков лаша вăрлакасен бандисене пĕтернине хутшăннă. Мускаври совет правин институтне пĕтернĕ. Кайран Казахстанри темиçе район прокурорĕ, Караганда облаçĕн прокурорĕн çумĕ. Кăркăс ССРĕнче республика прокурорĕн аслă пулăшаканĕ. 1938 çулта Анăç Казахстан облаçри прокуратурăн пай пуçлăхĕ. Вăрçă вăхăтĕнче – фронтра. 1947 çулта Мусквра, СССР юстици Министерствинче аслă ревизор, кайран сектор пуçлăхĕ. 1952 çулта РСФСР Аслă сучĕн пайташне суйланă. Ломоносов Герольд Георгиевичăн ашшĕ.

Несĕл

тӳрлет
  • Мăшăрĕ — Кристина (Христина) Степановна Ломоносова, çуралнă чухнехи хушамат Евграфова[1], Мускаври Н. Крупская ячĕллĕ пдинститута пĕтернĕ; хальхи Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнчен тухнă çын[2].
  • Рюрик Георгиевич Ломоносов, аслă ывăл, педагогика ăславĕсен кандидачĕ; Липецкри пединститутăн илемлĕх-графика факультечĕн деканĕ пулнă.
    • Андрей Рюрикович Ломоносов, мăнук, ÿнер историкĕ (Липецк хули)
  • Ломоносов Геральд Георгиевич, кĕçĕн ывăл

Вуламалли

тӳрлет
  • Батыревская энциклопедия. Чебоксары, 2005, 376 с.

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет