Линкка-линкка (юрă)


Линкка-линккаXX ĕмĕр вĕçĕнче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Кам ăсталани, текст тата кĕвĕ вăхăт иртнĕ майăн еплерех аталанса пыни паллă. мар. Эппин, ку хайлава фольклор палăрăмĕ темелле. XXI ĕмĕрти тăрăм пирки уçăмлăнах калама çук. Чи паллă чăваш халăх юррисенчен пĕри пулса юлать. Çав вăхăтрах Ф.П.Павлов майлаштарнă верси те (оригиналла хайлав) пур. Юрă пулнинчен ытларах ташă кĕвви (юрри) пек шутланать темелле.

Линкка-линкка
Юрă
Жанр ташă юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-

Ташă кĕввишĕн çумне майлаштарнă юррăн сăвви пирки

тӳрлет
    Линкка-линкка авкаланма
    Юман хăма кирлĕ.
    Халь те юман, халь те юман,
    Тата юман кирлĕ.
    
    Йăкăш-йăкăш шукалама
    Яка хăма кирлĕ.
    Халь те яка, халь те яка,
    Тата яка кирлĕ.
    
    Ик аллăма сулкалама 
    Кĕмĕл çĕрĕ кирлĕ.
    Халь те кĕмĕл, халь те кĕмĕл,
    Тата кĕмĕл кирлĕ.
    
    Чуп-чуп чуптума 
    Чипер ача кирлĕ.
    Халь те чипер, халь те чипер,
    Тата чипер кирлĕ.

Фольклор хайлавĕ пулнăран, ку сăввăн варианчĕсем те пулнă, халĕ те пур. Илсе кăтартнă текста чи анлă сарăлнă вариантсенчен пĕри тесе ăнланмалла.

Юррăн кĕвви

тӳрлет

Халăх кĕвви темелле. Анчах та ăна Ф.П.Павлов композитор та ятарласа майлаштарнă. Вăл вара оригиналлă япаласен шутне кĕрет. А.А.Егоров (1934) тата Ю.В.Васильев (1976) майлаштарăвĕсем те пур.

Юррăн кунçулĕ

тӳрлет

Мусăк тĕпчевçисен шучĕпе ку хайлав ытлашши кивĕ (ватă) япала та мар[1].

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет