Линдт Ирина Викторовна

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Линдт (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Ири́на Ви́кторовна Линдт (ним. Irina Lindt; 1974 çулхи акан 15-мĕшĕ, Алма-Ата, Казах ССР) — раççей театрпа кино актриси, ашшĕ - раççей нимĕçĕ[1].

Ирина Линдт
Ирина Викторовна Линдт
Çуралнă вăхăт: 1974 çулхи акан 15-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Алма-Ата, Казах ССР, СССР
Гражданлăх: РФ
Професси: Раççей актриси
Карьера: 1996 — х. в.
irinalindt.ru

Кун-çулĕ тӳрлет

1974 çулта Алма-Атара çар мусăкçи нимĕç çемьинче çуралнă. Шкула 1991 çулта Германире ашшĕ çар хĕсметĕнче тăнă чухне ылтăн медальпе вĕçлесен Алма-Атана таврăнса, университетăн журналистика факультетне пĕлӳ пухма кĕнĕ. Çав вăхăтрах консерваторире классика вокалĕн уйрăмĕнче тата театр студинче ăсталăха туптанă.

1992 çулта Щукин ячĕллĕ Аслă театр училищин актёр факультечĕн Юрий Шлыковăн курсĕнче вĕреннĕ.

Студент чухнехи ĕçĕсем:

  • Шекспир «Много шума из ничего» — Беатриче
  • Курт Воннегут — «Долгая прогулка навсегда» — Катарина
  • Юджин О`Нил «Любовь под вязами» — Абби
  • Акутагава Рюносукэ «Ворота Расёмон» — карчăк
  • Жан Расин «Береника» — Береника
  • А. М. Володин «Пять вечеров» — Тамара
  • М.Рощин «Спешите делать добро» — Сима
  • Ф.Шиллер «Мария Стюарт» — Мария Стюарт
  • Лопе де Вега «Собака на сене» — Марсела
  • Тирсо де Малина «Благочестивая Марта» — Люсия
  • Э.Хемингуэй «Белые слоны» — Она

Диплом спектаклĕ: Д. Пристли «Время и семья Конвей» — Джоан Хелфорд (реж.-пед. Иванов В. В.).

1996 çулта хĕрлĕ дипломпа Щукин ячĕллĕ ПСТУ вĕренсе тухса Мускаври [[Таганкăри театр]]та (ертӳçĕ — Ю. П. Любимов) ĕçленĕ.

2004 çулхи чӳкĕн 18-мĕшĕнче Иван ывăла (ашшĕ — 33 çул аслăрах Валерий Золотухин) çуратнă[2].

Театрти ĕçсем тӳрлет

«Гистрион» театр (вырăс нимĕçĕсен театрĕ) тӳрлет

  • Э.-М.Ремарк «Триумфальная арка» — Кэт Хегстрем (нимĕçле), реж. Эрвин Гааз

Таганкăри театр тӳрлет

  • Ф. М. Достоевский «Подросток» — Лиза, Оля
  • А. С. Пушкин «Борис Годунов» — царевна Ксения
  • М. А. Булгаков «Мастер и Маргарита» — Маргарита
  • Ф. М. Достоевский «Братья Карамазовы» — Грушенька
  • В. Ерофеев «Москва-Петушки» — Она (реж. В. Л. Рыжий)
  • П. Вайс «Марат и маркиз де Сад» — Шарлотта Корде
  • Т. Харрисон «Квадратные круги» — Юстус фон Либих
  • Э. Ионеско «Король умирает» - королева Мари

«Новая опера» театр тӳрлет

Акăлчан мюзиклĕ «Tomorrowland» — Катя (реж. Джон Адамс, комп. Эндрю Уайт) (вырăс. тата акăлч. чĕлхисемпе)

Высоцкин музей центрĕ тӳрлет

Пушкин, «Моцарт тата Сальери» — Моцарт (реж. А. Максимов)

Дубровкăри театр центрĕ тӳрлет

  • Мюзикл «Норд-Ост» — Татаринова Мария Васильевна (мусăк, либретто, лартнă — Г. Васильев, А. Иващенко)
  • Мюзикл «Обыкновенное чудо» — Хозяйка, жена волшебника

SPAC (Сидзуока ӳнер центрĕ, Япони) тӳрлет

Уйăх театрĕ тӳрлет

  • «Мэри Поппинс — NEXT» — Мэри Поппинс (реж. С. Проханов)
  • «Мата Хари: „глаза дня“» — Гертруда Целле, она же Мата Хари (реж. Д.Попова)
  • «Орфей и Эвридика» - Эвридика (реж. Г.Галавинская)

Кинори рольсем тӳрлет

  • «Игра в любовь» 2000 — Юлия (реж. Гинзбург Е. А.)
  • «Женская логика-3» 2003 — Марина (реж. Ашкенази С.)
  • «Злой мальчик» 2004 — (реж. Виноградский К.)
  • «Богатство» 2004 — Незнакомка (реж. Уразбаев Э.)
  • «Любовь одна» 2007 — Ирина (реж. Копылов И.)
  • «Варварины свадьбы» 2007 — Варвара (реж. Шиманюк С.)
  • «Уравнение со всеми известными» 2008 — Вера (реж. Просвирнин Р.)
  • «Ухня» 2006 — (реж. Виноградский К.)
  • «Беспощадная любовь» 2009 — Екатерина Тужилина (реж. М. Мехеда)
  • «Институт благородных девиц» 2010—2011 — Нина Воронцова (реж. Попович Ю., Данелян С.)

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет