Лесин Александр Андреевич

Лесин Александр Андреевич, — сăвăç, тăлмач. 1921 çулта Чăваш Енĕн Пăрачкав районĕнчи Кудеиха ялĕнче çуралнă.

СССР ÇП членĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

А.М. Горький ячĕллĕ литература институтĕнче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Симферополь хулинче пурăнать, кĕнеке издательствинче ĕçленĕ.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Унăн сăввисемпе поэмисем уйрăм 20 кĕнекере тухнă. Сăвăсем çырнисĕр пуçсăр вăл Петĕр Ялгир, Юрий Сементер, Г. Ефимов чăваш сăвăçсен ĕçĕсене вырăсла куçарнă.