Открыть главное меню

Лебедев Валерий Герасимович

Лебедев Валерий Герасимович, — техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1962 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Кĕрекаç ялĕнче çуралнă.

1969-1977 çулсенче Шатракассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта, Шатракассинчи сакăр çул вĕренмелли çулсенче Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вĕреннĕ. 1979 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕреме кĕнĕ те унтан 1984 çулта вĕренсе тухнă. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн пĕр тапхăр (1984) Муркаш районĕнчи «Гигант» совхозра инженер пулса ĕçленĕ. 1984 çулхи чӳк уйăхĕнчен пуçласа 1986 çулхи çу уйăхĕччен Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан вăл каллех хăй малтан ĕçленĕ «Гигант» совхозăн инженерĕнче вăй хунă (1986-1987).

1987 çулхи юпа уйăхĕнче пултаруллă та ăста специалиста хăй вĕренсе тухнă ял хуçалăх академине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта вăл малтан ăслăлăх ĕçченĕ пулса вăй хурать, каярахпа ăна машина юсавĕпе конструкци материалĕсен технологи кафедрин ассистентне куçараççĕ (1988-1992). Валерий Герасимович тимлесе ĕçленĕ кафедрăра: студентсемпе хăнăху занятийĕсем ирттернĕ, ял хуçалăх техникин çĕнĕлĕхĕсемпе пĕлĕвĕсене ӳстерес тĕлĕшпе нумай вуланă, аслирантурăна вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленнĕ.

Мĕн шухăшлани-ĕмĕтленни пурнăçа кĕнĕ: 1993-1996 çулсенче Валерий Лебедев Санкт-Петербургри аграри университечĕн аспирантуринче вĕреннĕ, «Повышение долговечности топливоподкачивающих насосов автотракторных дизелей восстановлением сопряжения «корпус—поршень» мегаллоплакированием» темăпа диссертаци ăнăçлă хӳтăлесе техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ.

1998 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа Валерий Герасимович машина юсавĕпе конструкци материалĕсен технологи кафедрин доцентĕнче вăй хунă, 2000 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна ял хуçалăх механизаци факультечĕн декан çумĕ пулса ĕçлеме куçарнă. Вĕрентӳпе воспитани ĕçне туса пынипе пĕрлех вăл ăслăлăхра та вăй хурать: ку таранччен унăн 15 ĕçĕ пичетленсе тухнă, çав шутра 2 патент та пур.

Пичетленнĕ ĕçсемТӳрлет

  • Теоретические предпосылки управления долговечностью подвижных сопряжений в процессе эксплуатации формированием на поверхностях пар трения антифрикционных износостойких покрытий // Прогрессивные технологии производства и сервисного обслуживания машин и оборудования АПК. Санкт-Петербург, 1994;
  • Патент Российской Федерации. №2027891. Способ оценки технического состояния распределительного топливного насоса и устройство для его осуществления. Бюл. №3, 1995 (тепĕр çынпа пĕрле);
  • Авторское свидетельство СССР. /1603045. Способ определения относительного объема канала топливопровода. Бюл. №40, 1990 (тепĕр çынпа пĕрле).