Лакрей вăрманĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
çутçанталăк усравĕ | |
Лакрей вăрманĕ
| |
Патшалăх | РФ |
Хула | Шупашкар |
Лакрей вăрманĕ — Шупашкар хулин культурăпа канун тĕп паркĕ. Лаптăкĕ – 41,2 га. Шупашкарăн чи ватă паркĕ пулать.
Кун-çулĕ
тӳрлетӖлĕкрех Шупашкартан анăç еннелле питĕ нумай юман тӳпене кармашнă. Вăрмана харпăрçи — Федор Андреевич Лакреев-Попов, Сĕве провинци канцелярин секретарĕн хушамачĕпе ят панă. Усадки (ăна каярах Лакреиха теме пуçланă) ялĕ те вĕсен çемьин пулнă.
Вăхат иртнĕ çем сарлака юманлăхран пĕчĕк лаптăк çеç тăраса юлать. 1957 çулта çутçанталăк юманлăхĕнче «Аслă Октябрь ячĕпе хисепленекен культураăпа кану паркне» туса хураççĕ. Тепĕртакран парка малтанхи ятах тавăраççĕ. 1978 çулта парк çутçанталăк палăкĕ статуса тивĕçет.
1970 çулта парк аталантарма тĕп план йышăнаççĕ, тепĕр икĕ çултан тĕп аллейăна касса хураççĕ, çырма урлă кĕпер тăваççĕ. Парк картине 1972 çулта тытаççĕ. 1994 çултанпа парк клумбăсемпе илемленет. Декорациллĕ тĕмсем капăррăн лараççĕ.
Парнесем
тӳрлетСочи хулинче иртнĕ "Хрустальное колесо-2005" ăмăртура, ЭКТП "Лакрей вăрманĕ" Раççейĕн тата СНГ патшалăхĕсен чи лайăх вунă парк шутне кĕнĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Город юный, город древний. Чебоксары: Книга-альбом. – Чебоксары, 2004.
- Дубрава превратилась в парк // Чебоксарские новости. 2005. 11 февраля. № 27.
- "Лакреевский" известен в России // Советская Чувашия. 2005. 27 сентября. № 191.
Каçăсем
тӳрлет- «Этеплĕхпе куну тĕп паркĕ "Лакрей вăрманĕ"»
- Лакрей вӑрманӗнче ҫуллахи кинотеатр уҫӑлӗ
- Парк «Лакреевский лес» в Чебоксарах 2015 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. на сайте «Достопримечательности России»