К-148 «Краснодар»

К-148 «Краснодар» — пĕрремĕш совет тата раççей 949А «Антей» проекчĕн атомлă шывай ракета крейсерĕ. Çурçĕр флотĕнче хĕсметре тăнă.

К-148 «Краснодар»
Карап кун-çулĕ
Ялав патшалăхĕ ,
Тăван порт Анăç Лица
Шыва антарнă пуш, 3, 1985
Флотран кăларнă утă, 28, 1998
Хальхи статус утиле янă
Тĕп пахалăхсем
Карап тĕсĕ ШАРК
Проект палăртăвĕ 949А «Антей»
ÇАПУ классификацийĕ «Oscar-II»
Хăвăртлăх (шывçи) 15 çыхă
Хăвăртлăх (шывай) 32 çыхă
Ĕçлĕ тарăнăш 520 м
Чи пысăк тарăнăш 600 м
Çӳрев автономлăхĕ 120 талăк
Экипаж 130 çын
Калăпăшсем
Шывçи шыв кăларăшĕ 14 700 т
Шывай шыв кăларăшĕ 23 860 т
Чи вăрăм (КВЛ) 154 м
Корпус чи анлăшĕ 18,2 м
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) 9,2 м
Вăй-хăват хатĕрĕ
2 йĕтре ОК-650В реакторĕ, кашнин хăвачĕ 190 МВт,
пĕрлехи хăвачĕ 98 000 л.в.
Хĕçпăшал
Торпеда-
мина хĕçпăшалĕ
2x650-мм тата 4x533-мм ТА
24 торпедă
Ракета хĕçпăшалĕ ПКР комплекс П-700 «Гранит»
24 ЗМ-45 ракети

Кун-çулĕ

тӳрлет

Шывай крейсерне «Севмашра» 1982 çулхи утăн 22-мĕшĕнче тума пуçланă. 1983 çулхи пушăн 19-мĕшĕнче карапа официаллă СССР ТÇФ карапĕсен йышне илнĕ.

1985 çулхи пушăн 3-мĕшĕнче карапа шыва антарнă.

1986 çулта патшалăх тĕрĕслевĕсене вĕçленĕ, çав çулăн чӳкĕн 5-мĕшĕнчех карап Çурçĕр флочĕн 1-мĕш ШКФл 11-мĕш ШКДи кĕнĕ.

1992 çулхи çĕртмен 3-мĕшĕнче атомлă шывай крейсерĕ класа куçарнă. 1992 çулта ТÇФ тĕп çарпуçĕн «Ракетăпа пенĕшĕн» призне тивĕçнĕ.[1]

1993 çулхи çуркунне «Краснодар» пайăр ята тивĕçнĕ.

Хĕсметре чухне 4 хутчен Атлантикăна тата Вăтаçĕр тинĕсне харçăна çӳренĕ.[2]

1996 çулта Çурçĕр флочĕн çапăçури йышĕнчен кăларнă.[2] 1998 çулхи утăн 28-мĕшĕнче ТÇФ йышĕнчен кăларнă.

Утиль ĕçне тума АПШ тата Итали укçа параççĕ.[2] Темиçе теçетке çул хĕсметрен хăтарса ĕçсĕр тăракан АШК хушшинче юлашкинче çеç утиллеççĕ.[2]

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ На "Нерпе" утилизируют АПЛ "Краснодар". korabel.ru. çăлкуçран архивланă 20 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 22 Утӑ уйӑхӗн 2011.
  2. ^ 1, 2, 3 тата 4 Белкина, Елена Программа утилизации советских АПЛ завершается. Государственный интернет-канал «Россия» (21.07.2011). çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 22 Утӑ уйӑхӗн 2011.