Белгород (шывай кимми)
К-139 «Белгород» — «Антей» классне кĕрекен туса пĕтермен атомлă раççей шывай крейсерĕ. Крейсерĕн тĕп хĕçпăшалĕ карапа хирĕçле 24 çунатлă «Гранит» ракети пулмалла шутланă. Анчах та 1980-мĕш çулсенче ăслайланă «Гранит» комплексĕ 2000 çулĕ тĕлне хăват енĕпе кая юлнă.[2] Челомей пуçарса янă лайăхлатнă «Болид» ракета комплексĕ 2005 çулĕ тĕлне хатĕр пулман. [3][4]
К-329 «Белгород» | ||
---|---|---|
Карап кун-çулĕ | ||
Ялав патшалăхĕ | (çĕклемен) | |
Хальхи статус | ятарлă проектпа тăваççĕ[1] | |
Тĕп пахалăхсем | ||
Карап тĕсĕ | ПЛАРК | |
Проект палăртăвĕ | 949АМ «Антей» | |
ÇАПУ классификацийĕ | «Oscar-II» | |
Хăвăртлăх (шывçи) | 15 çыхă | |
Хăвăртлăх (шывай) | 33 çыхă | |
Ĕçлĕ тарăнăш | 420 м | |
Чи пысăк тарăнăш | 500 м | |
Çӳрев автономлăхĕ | 120 талăк | |
Экипаж | 130 çын | |
Калăпăшсем | ||
Шывçи шыв кăларăшĕ | 14 700 т | |
Шывай шыв кăларăшĕ | 23 860 т | |
Чи вăрăм (КВЛ) | 154 м | |
Корпус чи анлăшĕ | 18,2 м | |
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) | 9,2 м | |
Вăй-хăват хатĕрĕ | ||
190 МВт хăвтлă 2 ОК-650В йĕтре реакторĕ |
||
Хĕçпăшал | ||
Торпеда- мина хĕçпăшалĕ |
2x650-мм тата 4x533-мм ТА 24 торпедă | |
Ракета хĕçпăшалĕ | ПКР комплекс «Гранит» 24 ЗМ-45 ракети |
Кун-çулĕ
тӳрлетПО «Севмашра» (Северодвинск) 1992 çулхи утăн 24-мĕшĕнче 654 савутри номерĕпе тума тытăннă.[2] 1993 çулхи акан 6-мĕшĕнче «Белгород» ята панă.[2]
1994 çулхи çăвăн 16-мĕшĕнче ТÇФ кăларнă та консервациленĕ.[2][5]
2000 çулхи авăн уйăхĕнче, пĕр тĕслĕ «Курск» атомăхут путнă хыççăн, тăвас ĕçе тепĕр хут пуçланă.[2][5]
2004 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне карапăн корпусне пуçтарнă, анчах та ăшне техникăна, ракета шахтисене майлаштарса лартайман. Ун чухне туса пĕтерес хакĕ 100 миллион тенкĕпе танлашнă.[5]
Кимĕне «Севмаш» хăй тăрăшнипе туса пынă, çавăнпа та çак ĕçе сахал укçапа тивĕçтернĕ.[5]
«Белгород» АШК туса пĕтерессине Патшалăхăн 2006 çулхи хӳтĕлев хушавне кĕртнĕ.[5] Çапах та 2006 çулхи утăн 20-мĕшĕнче Севмашпредприятие килнĕ хӳтĕлев министрĕ Сергей Иванов каланипе, кимĕне Раççей ТÇФ шутне кĕртмелле мар тесе йышăннă, хатĕрлĕхĕ 80 % танлашнă.[6][7]
2009 çулта 885 «Ясень» проекчĕн çунатлă ракетисемпе кăраллатас шухăш пулнă.[8]
Официаллă мар хыпарпа, 2011 çулта К-139 ятарлă тĕллĕ шывай кимми тăвас тенĕ[9] 2012 çулăн пуçламăшĕнче ТÇФ тĕп çарпуçĕ Владимир Высоцкий каланипе «Белгорода» ятарлă проектпа тăваççĕ[1].
Командирсем
тӳрлет- Абхалимов В. (1995—1997)
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 ВМФ РФ не нужны мозги с оружием на двигателе Второй мировой - главком. РИА Новости (2012-02-09). — Интервью главкома ВМФ России. Тĕрĕсленĕ 12 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
- ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Проект 949А "Антей". ruspodlodka.narod.ru. Тĕрĕсленĕ 16 Раштав уйӑхӗн 2011.
- ^ Комплекс Болид. military.tomsk.ru (15.09.2010). Тĕрĕсленĕ 16 Раштав уйӑхӗн 2011.
- ^ Новоселов, Федор "Протон" от Челомея. НВО (2004-07-09). Тĕрĕсленĕ 16 Раштав уйӑхӗн 2011.
- ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Россия достраивает атомную подлодку "Белгород". Лента.ру (16.03.2006). Тĕрĕсленĕ 16 Раштав уйӑхӗн 2011.
- ^ Атомная подводная лодка "Белгород" Министерству обороны не нужна. Вестник космодрома (12 сентября 2006 (36)). Тĕрĕсленĕ 16 Раштав уйӑхӗн 2011.
- ^ Литовкин, Виктор Никчемный «Белгород». РИА Новости (03/08/2006). çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 18 Нарӑс уйӑхӗн 2010.
- ^ Строительство последней подлодки типа «Курск» заморожено, lenta.ru, 26.06.2009
- ^ Беглый огонь: 26-27.11.2011, копия, 27.11.2011
Каçăсем
тӳрлетКу шывай киммисем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |