Кураков Лев Пантелеймонович

Лев Пантелеймо́нович Курако́в (4.1.1943, Чăваш Ишек ялĕ, Патăрьел районĕ Чăваш АССР, РСФСР, ССРП, — 21.12.2020, Шупашкар, Чăваш Республики, Раççей Федерацийĕ) — совет тата раççей аслă пĕлӳ илессин организаторĕ, экономист-ăсчах; патшалăх ĕçченĕ, пĕрлĕх ĕçченĕ.

Экономика ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор; Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1993), Раççей Федерацин аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (2003).

Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн ректорĕ (1990—2009 çç.). Федераци Канашĕн депутачĕ (1994—95 çç.), (1998—2000 çç). Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн председателĕ (1998 ç.). Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ (1998—2000 çç.).

Биографи

тӳрлет

1943 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче Чкалов районĕнчи (Чăваш АССР) Чăваш Ишек ялĕнче çуралнă.

1961 çулта Канашри финанс техникумĕнче вĕренсе тухнă. 1966 çулта Хусанти патшалăх финанс-экономика институтĕнче диплом илнĕ.

Мускаври Г. Плеханов ячĕллĕ халăх хуçалăхĕн институтĕнче пĕлĕвне (аспирантурăпа докторантурăра) хăпартнă, Берлинри Экономика аслă шкулĕнче стажировкăра пулнă.

Патшалăхшăн ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет
 
Шупашкарти туслăх çурчĕ. Чăваш Ен, 2018-çĕртме-26)

Çемье

тӳрлет

Авланнă пулнă.

Ывăлсем:

  • Владимир Львович Кураков (1976—2017) — экономика ăслăхĕсен тухтăрĕ, ЧПУ финанс-экономика институчĕн директорĕ;
  • Александр Львович Кураков — экономика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1982 çур.).

Асăнмалăх

тӳрлет
  • Стамбул университечĕн хисеплĕ тухтăрĕ;
  • Чăваш Ишек, Л. П. Кураков урамĕ

Кĕнекесем

тӳрлет
  • Л. П. Кураков. Экономическая теория. (2007)
  • Л. П. Кураков, Г. Е. Яковлев. Курс экономической теории. (2005)
  • Л. П. Кураков. Экономика и право. Словарь-справочник. (2004)
  • Л. П. Кураков. Экономическая теория. Учебное пособие. (2002)
  • Л. П. Кураков, В. Г. Тимирясов, В. Л. Кураков. Современные банковские системы. Учебное пособие. (2000)
  • Л. П. Кураков, В. Л. Кураков. Словарь-справочник по экономике. (1999)
  • Л. П. Кураков, С. Н. Смирнов. Информация как объект правовой защиты. (1998)

Асăрхавсем

тӳрлет
Комментарисем
Çăлкуçсем

Каçăсем

тӳрлет