Кумбр чĕлхи
Кумбри чĕлхи (акăл. Cumbriс) — Англин çурçĕр-анăçĕнче, çаплах Шотланди кăнтăрĕнче, пулас, пурăннă кумбри йăхĕ пупленĕ бритт ушкăн пайĕн çухалнă кельт чĕлхи. Бритт халăхне пĕтĕмпех кунта килнĕ анкăлсакссемпе гойделсем хăйсен ăшне путарнă. Кумбри чĕлхин палăкĕсем упранса юлман пекех, топонимсене, хăш пайăр топонимсене тата XI ĕмĕрти саккунсенчи латин текстĕнчи виçĕ сăмах пур.
Кумбри чĕлхи | |
---|---|
Патшалăхсем: | Англи, Шотланди кăнтăрĕ |
Регионсем: | Камбри |
Çухалнă: | XI ĕмĕр тĕлне? |
Классификаци | |
Категори: | Европа чĕлхисем |
Инди-европа çемьи | |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | |
ISO 639-2: | cel |
ISO 639-3: | xcb |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Кун-çулĕ
тӳрлетАнкăлсакссем Британие киличчен бриттсем утравăн пысăк пайне йышăнса пурăннă,тĕплĕнрех, хальхи Шотландин кăнтăрĕпе Англин çурçĕр-анăç çĕрĕсенче вырнаçнă. Каярах вĕсене тухăç енчен сакссем тата ирландсем çурçĕр-анăçра хĕсме тытăнаççĕ. 616 çулта, Честер патĕнчи çапăçу хыççăн Нортумбри хальхи Ланкаширпа Чешир çĕрĕсене ярса илсе, Уэльс бриттĕсене çурçĕр тăван йăхĕсенчен касса хурать.
Çак тапхăрчен Уэльспа «Авалхи Çурçĕр» (валл. Yr Hen Ogledd) политикăпа этеплĕх енчен пĕрлĕ пурăннă, çурçĕрте валли чĕлхипе Анейринпа Талиесин поэмăсене (яланхилле VI ĕмĕрпе палăртнă) çырнă. Çак вăхăтра кумбр чĕлхи пирки хыпар çук: çак ятпа яланхилле каярах, Камбри Уэльсран уйрăлнă вăхăта асăнаççĕ.
Топонимика хыпарĕсемпе кумбр чĕлхи хăйĕн вăхăтĕнчи бритт чĕлхисене çывăх, тĕслĕхрен, валли чĕлхине: топоним Pensax, «сакс пуçĕ (тен, чуллă сăрт)», валл. Pen (y) Sais). Камбрин ячĕ кумбри чĕлхинче бритт *kom-brogi 'пĕр-тăвансем' пулать, валлисен ячĕ пекех: Cymry.
Давид Iтăрăм вăхăтĕнче кăларнă Leges inter Brettos et Scottos, «Бриттсемпе скоттсем хушшинчи саккунсем» паллă документра, виçĕ кумбри юридици термина палăртнă, вĕсем вăтам ĕмĕрсенчи валли правинче: galnys (galanas, укçа парса хăтарни, вĕлерекенĕн çемьи вĕлернĕ çыннăн çемьине укçа тӳлемелле тивĕç пулнă, mercheta (merch, меркет, хĕрупраçшăн тӳлев) и kelkyn (cylch, хăналану, тӳррĕн «çавра»).
Лингвистика пахалăхĕсем
тӳрлетХисеп ячĕсем
тӳрлетÇурçĕр Англире шутлав ятарлă системи пулнă (сурăхйышне шутлама), вĕсем кельт хисеп ячĕсем пекех. Пĕрремĕш вунă хисеп валлилле: un, dau, tri, pedwar, pump, chwech, saith, wyth, naw, deg, çаплах pymtheg '15', ugain '20' .
* | Кесвик | Уэстморленд | Эскдейл | Миллом | Хай-Фёрнесс | Уэсдейл | Тисдейл | Суэйлдейл | Уэнслидейл | Айршир | |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
1 | yan | yan | yaena | aina | yan | yan | yan | yahn | yan | yinty | |
2 | tyan | tyan | taena | peina | taen | taen | tean | tayhn | tean | tinty | |
3 | tethera | tetherie | teddera | para | tedderte | tudder | tetherma | tether | tither | tetheri | |
4 | methera | peddera | meddera | pedera | medderte | anudder | metherma | mether | mither | metheri | |
5 | pimp | gip | pimp | pimp | pimp | nimph | pip | mimp(h) | pip | bamf | |
6 | sethera | teezie | hofa | ithy | haata | - | lezar | hith-her | teaser | leetera | |
7 | lethera | mithy | lofa | mithy | slaata | - | azar | lith-her | leaser | seetera | |
8 | hovera | katra | seckera | owera | lowera | - | catrah | anver | catra | over | |
9 | dovera | hornie | leckera | lowera | dowa | - | horna | danver | horna | dover | |
10 | dick | dick | dec | dig | dick | - | dick | dic | dick | dik | |
15 | bumfit | bumfit | bumfit | bumfit | mimph | - | bumfit | mimphit | bumper | - | |
20 | giggot | - | - | - | - | - | - | - | - | - |
Çак пур хисеп пĕр пĕринпе çывăх, тата кельт хисепĕсем пекех, çапах та хăш чухне вĕсем халăх этимологипе (bumper, акăлчан bump сăмахĕнчен, пулас) е рифмăна пула улшăнаççĕ. Хăш чухне çак системăсем кумбр чĕлхи чĕрĕ пулнă тапхăртанах тăнăç пулнă (пĕр пек феноменсем Корнуоллре тĕл пулаççĕ, унта корн чĕлхи тахçанах çĕтнĕ). Анчах та çак хисеп ячĕсене çурçĕр Англие ĕçлеме çӳренĕ валлисем илсе килнĕ тени тĕрĕс мар.
Вуламалли
тӳрлет- Фалилеев, А. И. Древневаллийский язык. СПб: Наука, 2002.
- Jackson, Kenneth H. Language and History in Early Britain. Edinburgh: Edinburgh University Press, 1953
- Russell, Paul An Introduction to the Celtic Languages. London: Longman, 1995
- Schmidt, Karl Horst Insular Celtic: P and Q Celtic // M. J. Ball and J. Fife (ed.) The Celtic Languages. London: Routledge, 1993, pp. 64-98.