Кума (юханшыв)

Кума, — Чулхула облаçĕпе Мари Эл çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Юранкă шывĕн юппи.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Юханшыв çылкуçĕ Пĕштĕн ялĕнчен çичĕ çухрăм çурçĕр-хĕвеланăçнелле вырнаçнă. Мари Элĕн Козиково ял çывăхĕнче Юранкă шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем вунна яхăн, чи пысăккисем — Санагер, Аршавăш (выр. Аржеваж).

Кума малтан кăнтăралла юхать, Мари Эл çĕрне çитсен кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхма пуçлать.

Ялсем

тӳрлет

Юханшыв ытларах пайĕпе вăрман тăрăх юхать. Вырăнĕ нумай тĕлте шурлăхлă. Çавна май çынсем ун хĕрринче ытлашшиех нумай пурăнмаççĕ.

Кума хĕрринчи ялсем: Кумски, Кузьмино.