Кузьмин Дмитрий Васильевич
Кузьмин Дмитрий Васильевич (Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Канаш-Романовка ялĕнче çуралса ÿснĕ, 06.07.1957) — Чĕмпĕр хулинчи усламçă. Мул тĕлĕшпе мĕн шайра тăни паллă мар. Анчах та вăл хăй вăйĕпе кăларнă икĕ томлă энциклопеди ăна паллă усламçăсен шутне кĕртме май парать. Сĕтел-пукан сутассипе ĕçлени паллă[1].
Дмитрий Кузьмин | |
Кузьмин Дмитрий Васильевич | |
Çуралнă чухнехи ят | Кузьмин Дмитрий Васильевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт | паллă мар |
Çуралнă вырăн | Самар облаçĕ, Шунтал районĕ, Канаш-Романовка ялĕ |
Гражданлăх | РФ |
Пăхăнулăх | Раççей Федерацийĕ |
Ашшĕ | Василий |
Амăшĕ | паллă мар |
Пурнăçĕ
тӳрлетСамар облаçĕн Шунтал районĕнчи Канаш-Романовка ялĕнче 1957-мĕш çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче çуралса ÿссе çитĕннĕ. Кÿршĕ Чаллăпуç районĕнчи Уçтимел вăтам шкулне (1974) тата Хусанти авиаци институчĕн вĕçекен аппаратсен мотторĕсен факультетне пĕтернĕ (1981).
- 1981-1984-мĕш çулсенче Чĕмпĕрти авиаиндустри комплексĕнче тăвăмлăха хатĕрлес енĕпе инженер
- НИИАТра инженер-технолог (1984-1989)
1989-мĕш çултанпа — усламçă.
Дмитрий Кузьмин тунă меценатла тата спонсорла ĕçсем
тӳрлетВăл тăрашнипе ак çакнашкал икĕ томлă кĕнеке тухнă — Краткая Чувашская региональная энциклопедия: Пензенская, Саратовская и Ульяновская области. В 2 томах[2].
Дмитрий Кузьмин чăвашлăх ыйтавĕсем çине епле пăхни
тӳрлетЖурналиста пĕлтернинчен[3]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Плохо то, что нет организации обучения на языках коренных народов. Школьники в районах, ну кроме Цильнинского района, на чувашском не говорят. Я согласен с тем, что за национальный вопрос ответственность на себя должна брать власть. И губернатор, думаю, хочет нам помочь. Но от того, что мы из одного дома переедем в другой — вопрос не решится,
Вуламалли
тӳрлет- Макаров, Валентин. Кузьмин Дмитрий Васильевич 2021 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.. / М 15 По следам болгар, сувар и чувашей (Историкоэтнографический обзор) – Чебоксары: «Новое время», 2013 – 308 с. // С.283-284 — ISBN 978-5-4246-0173-6
- Энциклопедия симбирского поволжья. — "Мир энциклопедий" сайт.
- Дмитрий Кузьмин («Краткая Чувашская региональная энциклопедия»): «Энциклопедия призвана выработать в чувашах чувство национальной гордости» — "Мир энциклопедий" сайт.
- Краткая Чувашская региональная энциклопедия: Пензенская, Саратовская и Ульяновская области. Авторы/редакторы: Кузьмин Дмитрий Васильевич. Т. 1: А — Л. — 2009. — 301 с.: ил. — ISBN 978-5-7361-0122-1.
- Краткая Чувашская региональная энциклопедия: Пензенская, Саратовская и Ульяновская области. Авторы/редакторы: Кузьмин Дмитрий Васильевич. Т. 2: М — Я. — 2012. — 448 с.: ил. — ISBN 978-5-7361-0144-39.