Кузьмин Афиноген Иванович

Кузьмин Афиноген Иванович (12.7.1928, Ирçе ял, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР, ССРП çур.) — литература пĕлевçи, прозăçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ.

РФ ÇП пайташĕ (1995), Чăваш Республикин ÇП пайташĕ (1995).

Пурнăçĕ тӳрлет

1928 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Ирçе ялĕнче çуралнă.

Чăваш педагогика институтĕнче, Мускав патшалах университечĕн аспирантуринче вĕреннĕ. Чăваш педагогика институтĕнче филолог пулса ĕçленĕ, Магадан педагогика институтĕнче вырăс литературине вĕрентнĕ.

Халĕ Мускавра пурăнать.

Ӗçĕсем тӳрлет

Пичетлесе кăларнă кĕнекесем:

  • «Проза С. Эльгера» (Ç. Элкер прози, 1963);
  • «Холодные звезды» (Сивĕ çалтăрсем, 2001);
  • тата ыттисем.