Кругловище (юханшыв)
Кругловище, — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Сейма шывĕн юппи.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв çылкуçĕ Пырлă (выр. Пырское) кӳлĕ патĕнче вырнаçнă. Володарск ял патĕнче Сейма шывĕпе пĕрлешет. Юханшывăн пысăк юпписем çук, вĕттисем кăна.
Кругловище ытларай пайĕпе кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхать.
Ялсем
тӳрлетЮханшыв чылай хушă шурлăхлă вырăн тăрăх юхать, çавна кура ун хĕрринче ялсемпе хуласем çук. Чи çывăх ял, Володарск, вăл Сейма шывĕпе пĕрлешнĕ хыççăн вырнаçнă.