Корина Прасковья Тихоновна

Корина Прасковья Тихоновна (1900 юпа, 15, Ĕпхÿ епĕрнинчи Пелепей уесĕнчи Янăшма ялĕ — 1992 юпа, 20, Мускав хули) — ÿнерçĕ-реставратор (çуллă сăрлавÿнер тĕлĕшпе).

Прасковья Корина
Корина Прасковья Тихоновна
Фотографи
Çуралнă чухнехи ят: Петрова Прасковья Тихоновна
Çуралнă вăхăт: 1900, юпа, 15
Çуралнă вырăн: Янăшма ялĕ, Пелепей уесĕ, Ĕпхÿ кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1992, юпа, 20
Вилнĕ вырăн: Мускав хули, Мускав хули
Гражданлăх: ССРП ССРП
Жанр: станокла суллă сăрлавÿнере реставрацилесси
Вĕренӳ: ятарлă вăтам пĕлÿ

Биографи

тӳрлет

Хальхи Пушкăртстанри Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çамарăк ача чухнех ашшĕсĕр-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Прасковья Тихоновна патшапа тĕл пулни пирки каласа пани[1]:

Ку чăнлава, патшапа тĕл пулни пирки каласа панине, ытти чылай çăлкуçсем те çирĕплетеççĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет
  • Çĕнĕ хĕвеланăç ÿнерĕн музейĕнчи ĕçсене реставрацилени (1933-мĕш çултанпа).
  • Ялхуçалăх куравĕнчи ĕçсене реставрацилени (1933-мĕш çултанпа).
  • Пысăк театрăн плпфонне реставрацилени (1942, П.Д.Корин ертсе пынипе).
  • Дрезден галерейинчен килнĕ ĕçсене реставрацилесе консервацилени (1945-мĕш çултанпа).
  • Эвакуацирен каялла тавăрнă ĕçсене реставрацилени (1945-мĕш çултанпа).

Чыславсем, парнесем

тӳрлет
  • 1956-мĕш çулта çуллă сăрлавÿнерне реставрацилесси тĕлĕшпе аслă квалификацие тивĕçнĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Отечественная реставрация в именах 1918–1991 гг.: Биобиблиографический справочник. / Авт.-сост. О.Л. Фирсова, Л.В. Шестопалова. М.: Индрик, 2010. Вып. 1.
  • Архивсем: ОР ГМИИ. Ф. 5, оп. 4, д. 357.
  • Исаев, Виталий. «Самана тантăшĕсем» статья //"Тăван Атăл", 1983, номер паллă мар.
  • Минеева,Валентина. «Искусствăшăн иртнĕ кун-çул»
  • Лисина,Ева. «Çăлтăрне пар…» // «Хыпар» хаçатăн 2000 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнчи номерĕнче кун çути курнă
  • Кнндаратьев,Алексей. «Прекрасная Прасковья»// Ĕпхÿри "Уфа" журнал. Номерĕ паллă мар.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ ТАРКОВСКИЕ: ЖЕРТВОПРИНОШЕНИЕ (часть 80) —Пишет sergey_v_fomin (sergey_v_fomin) 2016-03-25 09:08:00

Каçăсем

тӳрлет