Каттай Александр Яковлевич

Каттай Александр Яковлевич (чăн хушамачĕ Кокорев), — сăвăç. 1915 çулта Самар облаçĕн Клевлĕ районĕнчи Йĕкĕр ялĕнче çуралнă. 1992 çулта Мускавра вилнĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

Шупашкарти музыкăпа театр техникумĕнче вĕреннĕ. Чăваш çамрăксен театрĕнче вылянă. 1937 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. Унта 1966 çулчен пулнă, подполковник таран çитнĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Ӗçĕсем тӳрлет

Вăрçăчченех çырма пуçланă. Варçăран таврăнсан 10 кĕнеке ытла кăларма ĕлкĕрнĕ. Вăрçăччен В. Кривоносов кĕвĕçпе пĕрле «Хаваслăх» комеди çырма ĕлкĕрнĕ.

Унăн кĕнекисем:

  • «Сăвăсем» (1961);
  • «Тупа» (1970);
  • «Родина только одна» (Тăван çершыв пĕрре çеç, вырăсла, 1971)
  • «Телей» (1979);
  • тата ыттисем.