Коккинаки Владимир Константинович
Владимир Константинович Коккинаки — вĕçевçĕ-тĕпчевçĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ (1938, 1957), СССР тава тивĕçлĕ вĕçевçĕ-тĕпчевçи (1959), авиаци генерал-майорĕ (1943). Владимир Константинович 1904 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Новороссийск хулинче çуралнă. 1985 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче Мускавра унăн чĕри тапма чарăннă.
Владимир Константинович Коккинаки | |||||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт | 1904 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ | ||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Новороссийск РСФСР | ||||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1985 çул, кăрлачăн 7-мĕшĕ | ||||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн | Мускав | ||||||||||||||||||
Пăхăнулăх | СССР | ||||||||||||||||||
Çар ăрачĕ | авиаци | ||||||||||||||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1925-1985 | ||||||||||||||||||
Хисеп | |||||||||||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||||||||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Пурнăçĕнчи ĕçĕсем
тӳрлет- 1936 çулхи ака, 20 кунĕнче çĕршывра пĕрремĕш Нестеров ункине икĕмоторлă самолёт çинче вĕçевре туса кăтартнă.
- 1938 çулхи çĕртме, 27-28 ЦКБ-30 «Москва» самолёт çинче А.М. Бряндинский штурманпа пĕрле пĕр анса лармасăр Мускавран – Аякри Тухăçа 7580 çм вĕçсе тухнă.
- 1939 çулхи ака, 28-29 ЦКБ-30 «Мускав» самолёчĕ çинче М.Х. Гордиенко штурманпа пĕрле Мускавран АПШ-на çити пĕр анмасăр 8000 км вĕçсе çитнĕ.
Коккинаки 22 тĕнчери рекордсене пурнăçа кĕртнĕ.
Çĕнĕ тĕслĕ самолетсене тĕпчекенсен пуçлăхĕ (1941-1945) пулса ĕçленĕ. Тĕнчери авиаци федерацийĕн вице-президенчĕ (1961), президент, 1968 çулхи раштав уйăхĕнчен — хисеплĕ президенчĕ.
Хисепĕсем
тӳрлет- Ленин премийĕ (1960).
- Ленин орденĕ
- Октябрь Революци орденĕ,
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ, 3 хут,
- 1-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршывăн вăрçи орденĕ, икĕ хут
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ,тăватă хут
- медальсем,
- ютçĕр чап паллисем.
- 1965 çулта ФАИ Авиацин Ылтăн медальне тивĕç пулнă.