Кирюшкин Иван Сергеевич

Кирюшкин Иван Сергеевич (1919 çулхи юпа, 23, Чĕмпĕр облаçĕ, Сенгилей районĕ, Ялавăр ялĕ1996, раштав, 6) — чăваш, сăвăçи, журналисчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (1996). Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă[1].

Иван Кирюшкин
Çуралнă чухнехи ят: Кирюшкин Иван Сергеевич
Çуралнă вăхăт: 1919, юпа, 23
Çуралнă вырăн: Ялавăр ялĕ, Сенгилей районĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Вилнĕ вăхăт: 1996, раштав, 6
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçи
Жанр: поэзи, публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Кирюшкин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.


Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Иван Кирюшкин 1919 çулта юпан 23-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕн Сенгилей районĕнчи Ялавăр ялĕнче çуралнă.

Чĕмпĕрти И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика училищинче пĕлӳ илнĕ. ССКП ТК çумĕнчи Аслă парти шкулĕнче вĕренсе тухнă.

Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен пĕрлĕх канашĕн, çаплах Чăваш нации конгресĕн Мăн Канашĕн пайташĕ пулнă.

Пултарулăхĕ

тӳрлет

Хаçатсен редакцисенче вăйне хунă. Сăвăсене шăрçаланă.

Чĕмпĕрте Чăвашсен И. Я. Яковлев ячĕллĕ пĕрлĕх-культура центрне йĕркелекенĕ, унăн пĕрремĕш председателĕ пулнă. Вăл тăрăшнипе Чĕмпĕр енре чăвашла «Еткер» телеярăмпа «Канаш» хаçат тухма тытăннă.

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет