Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Качака (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Качака – курăк çиякан кавлекен йĕкĕр чĕрнеллĕ малти çӳлти шăлсăр, мăйракалă, сĕт, аш, тир паракан выльăх. Сурăхсене çывăх тăрать. Кĕлеткипе вăл пысăках мар, пуçĕ кĕске, мăйракисем вăрăм, кашни качака тĕсĕн тĕрлĕ пулать. Аçисен мăйракисем амисеннинчен пысăкрах. Хӳри кĕске, виçкĕтеслĕх евĕрлĕ, ялан тенĕ пекех çĕкленсе тăрать. Хăлхисем вăрăмрах тăсăк, вĕçне шĕвĕрĕлсе пырать. Янах айĕнче сухал пур.

Goats Go Inspecting.
Качака путекки
Ту качаки

Качакасем ту çинче пурнакан чĕрчунсем шутланаççĕ. Çăвна пулах тӳрем вырăнта пурăннă чухне те ăçта та пулин хăпарса кайма тăрăшаççĕ. Апат енчен нимĕн те тиркемеççĕ, йывăç хуппине те кăшлама пултараççĕ.

Качакасем хĕл енне ермешеççĕ. Качака такисем ку чухне пĕр-пĕринпе час-часах тытăçаççĕ. Ами хырăмпа 5-6 уйăх çӳрет, çу енне 4 путек тăран пăрамлать. Качакасем ĕрчеве 2 çултан хутшăнаççĕ.

Геральдика

тӳрлет

Качака сăнне темиçе хула гербĕ çинче курма пулать.


Каçăсем

тӳрлет

.