Кивĕ Ма́йна (1917 çулчен — Богоявле́нское чиркӳ ялĕ) — хула евĕр паççулкă, Раççей Федерацин Чĕмпĕр облаçĕнчи Кивĕ Майна районĕн администраци центрĕ. Атăлăн (Куйбышев шывусравĕ çумĕнче) сулахай çыранĕнче, Чĕмпĕртен 68 çм çурçĕр-тухăçалла, 34 çм ЧĕмпĕрĔпхӳ чукун çулĕн Чердаклы чукун çул чарăнăвĕнчен çурçĕрелле вырнаçнă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Чăнлавсене тăнласа, çакна калама пулать: Богоявленское салине Кострома Богоявленски мăнастăрĕн мăнахĕсем 1655—1661 никĕс хунă.

Официаллă ялăн çул ӳсĕмне 1670 çултанпа çыраççĕ, ун чух Алексей Михайлович патша хушнипе Атăл çыранĕнче Майн острогне никĕсленĕ.

Пĕрремĕш йывăç чиркĕве ялта 1777 хăпартнă; унăн икĕ астул пулнă: Богоявление тата Тасана кĕртекен Николай Мирликийе чысласа. Нумаях ларайман, кăвайта кайнă. 1823 çулта Дмитрии Николаевич Блудов граф кăмăлĕпе, укçипе чулран Богоявлени чиркӳне тăваççĕ, вăл халиччен упранса юлнă, халĕ те кĕл тумалли вырăн шутланать. Храмра Турă амăшĕн асам пирĕштисем: «Боголюбивая», «Отрада» («Утешение») тата «Казанская» çын чунне тасатаççĕ.

Промăçлăх

тӳрлет

Сĕт-çу савучĕ, кирпич савучĕ.

Каçăсем

тӳрлет