Кесов Сăрчĕ, — Тверь облаçĕнчи хула евĕр паççулкă, Кесов Сăрчĕ районĕн администраци центрĕ.

Хула Кашинка юханшывĕн çумĕнче, Кашин хулинчен 32 çухрăмра вырнаçнă. Облаç тĕпне, Тĕвере çити 180 çухрăм.

Халăх йышĕ

тӳрлет

2005 çулта паççулкăра 3,9 пин çын пурăннă.

Паççулкăн кун-çулĕ

тӳрлет

Ăна пĕрремеш хут 1238 çулта асăннă. Малтан виçĕ касран тăнă — Хĕрлĕ, Мулкачлă, Курак касĕсем. Каярахпа ял ӳçнĕ май Кесов Сăртне Никольскипе Рассудово ялĕсем кĕнĕ.

Авал ку паççулкăна Киасов Сăрчĕ тенĕ. Сăмахĕ финн-угр чĕлхисенче тăмлă вырăна пĕлтерет.

Яла паççулкă йышне 1975 çулта кĕртнĕ.

Паллă вырăнсем

тӳрлет

Паççулкăн чи паллă палăкĕ — Никольски чиркĕвĕ. Ăна 1800 çулта хăпартнă. Вăл вăхăтра Никольски уйрăм ял пулнă. Рассудовăпа Киасов Сăрчĕнчи чиркĕвĕсем упранса юлман — вĕсен ишĕлчĕк тĕпĕ çеç юлнă.

Паллă çынсем

тӳрлет

Паççулкăра икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнĕ Алелюхин Алексей Васильевич вĕçевçĕ çуралнă. Кунта унăн палăкĕ пур.

Каçăсем

тӳрлет