Керменчӳк (Атăлçи Пăлхар)

Керменчӳк, — Атăлçи Пăлхар хули. Чулман Атăл хĕрринче ларнă пулнă.

Истори

тӳрлет

Тĕплĕнрех Керменчук историйĕ статьяна вулăр.

Хула Кермен шывĕ çинче хальхи Вырăс Кермен ялĕ патĕнче, Чулман Атăлтан 11 çухрăм çурçĕртерех ларнă. Керменчӳк аслă та чаплă хула пулнă. Вăл авалхи Атăлçи Пăлхарăн çурçĕр-хĕвелтухăç чиккинче, Чулман Атăлтан тăвалларах чаплăн саралса ларнă.

Ку вырăна халĕ питĕ лайăх пăхса палăртнă. Ун çинчен А. П. Смирнов хăйĕн «Атăлçи пăлхарсем» кĕнекинче уçăмлă çырса кăтарнă. Кури Вантер «Чăваш халăх историйĕ» кĕнекинче пирĕн асаттесен Керменчук ятлă хули Маматăш уесĕнче пулнă пуль тесе çырать. Керменчук икĕ сăмахран тăрать: «кермен» тата «чук». Ӗлĕк-авал Керменчук авалхи тĕнпе пурăнакан пăлхарсен тĕп кĕлĕ вырăнĕ, чӳк тумалли савăплă вырăнĕ пулнă пулас.

1236 çулта тутар-монголсем Керменчука тытса илсе çунтарса янă. 1239 çулта вырăссем Керменчука çунтарнă. Çапах та хула пĕтмен-ха. Вăл каллех чĕрĕлсе тăнă. Анчах та нумайлăха мар. XIV ĕмĕр вĕçĕнче вырăс ушкуйникĕсем çунтарса янă. Ун хыççăн вара çĕнĕрен аталанса кайман.

Сăмах хыçĕ

тӳрлет

Çавăн пекех, кунчен каланă сăмахсем хыççăн çакна палăртмалла. Украина çĕрĕнче, Полтава хулинчен 100 çухрăмра Кременчӳк вырнаçнă. Анчахрах каланă тăрăх, çак хула ячĕ те икĕ сăмахран пуçтарăнать: кремен (кермен е карман) тата чук (чӳк): "чӳк тумалли карман" пулать.

Çаплах та Харьковран инçех мар - 60 çухрăмра - Чугуев хули пур. Ăна тимлесе пайласан, вăл чӳк тата уйĕ (чӳк тумалли уйĕ) пулса тăрать.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет