Качиньский Лех Александр

(Качиньский Лех ҫинчен куҫарнӑ)

Лех Алекса́ндр Качи́ньский (пол. Lech Aleksander Kaczyński; çĕртме, 18 1949, Варшава, Польша Халăх Республикиака, 10 2010, Смулен облаçĕ, Раççей) — Польша президенчĕ (2005-2010), Варшава мэрĕ (2002—2005), «Право тата тĕрĕслĕх» партин ертӳçĕсенчен пĕри.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Лех Варшавăра 1949 çулхи çĕртмен 18-мĕшĕнче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи ветеранĕ, Край çарĕн офицерĕ тата инженер Раймунд тата Ядвига Качиньскисен çемьинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ 1944 çулхи Варшава пăлхавне хастар хутшăннă пулнă.

Вунвиççĕ тултарсан, 1962 çулта, Лех Ярослав йĕкĕрешĕпе пĕрле Польшăра халăх питĕ кăмăлланă «Иккĕн уйăха вăрланăскерсем» (пол. O dwóch takich, co ukradli księżyc) ача-пăча юмах фильмĕнче тĕп ролĕсене вылянă.

Варшава университечĕн юридици факультетĕнче вĕреннĕ, 1972 çулта магистр степенне тивĕçет. 1979 çулта Гдань университетĕнче тухтăр диссертацине хӳтĕлет, 1990 çултанпа вăл — çак университетăн профессорĕ.

Политикăра ĕç-пуç

тӳрлет

1977 çулта Ӗçлекенсене хӳтĕлекен комитетра (пол. Biuro Interwencji Komitetu Obrony Robotników) вăй хурса политикăна кĕрсе каять, ку вара коммунистсен влаçне хирĕçле ĕç-пуç шутланнă.

 
Лех Качиньский тата Бенедикт XVI

Вилĕм

тӳрлет


Çемье

тӳрлет
  • Арăмĕ — экономист Мария Качиньская (хĕр чухнехи хушамачĕ — Мацкевич, 1943—2010), упăшипе пĕрле авиакатастрофăра вилет.
  • Хĕрĕ — Марта Дубинецкая (1980 çур.), Лех Качиньскин суйлав кампанинче ĕçленĕ хыççăн, уйрăлать те хăйĕн ашшĕн— Марек Дубинецкин — политикăри тупăшçин ывăлне качча тухать.
  • мăнукĕ-хĕрача — Ева.
  • Йĕкĕрешĕ — Ярослав, 2006—2007 çç. Польшăн премьер-министрĕ, авланман хусах.

Парнесем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Польша президенчĕсем