Каркулсем
Каркулсем, — тĕрĕк халăхĕ, 3 йăхран тăнă. XIII ĕмĕрте Тĕрĕк каганачĕ саланнă хыççăн вăйлă аталанса кайнă. Куçса çӳресе вылăх ерчетнĕ, майĕпен çĕр ĕçĕпе ĕçлеме пуçланă.
Карлуксем Çичшу тăрăхĕнчи Китайран Вăтам Азине каякан караван çулĕ хĕрринче пурăннă. 757—766 çулсенче тĕркĕшсем пурăнакан пĕтĕм çĕрне тутса илнĕ. Каркулсен ертӳçисем, хăйсене япку теекенсем, хăйсен тĕп хули вырăнне Суяб (Чу юханшывĕ çинче вырнаçнă) хулине туса хунă. 766-940 çулсенче вăл вĕсен тĕп хули вырăнĕнче пулнă, кайран тĕп хули шутне Койлык (Или юханшыв çинче) туса хунă.
X ĕмĕрте Каханидсен патшалăхĕ шутне кĕнĕ, 960 çулта ислам тĕнне йышăннă.