Йăлкăш ял тăрăхĕ
Йăлкăш ял тăрăхĕ — Чăваш Енĕн Элĕк районĕн администрациллĕ пайĕ.
Йăлкăш ял тăрăхĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | ял тăрăхĕ | ||
Кĕрет | Элĕк районĕ | ||
Администраци центрĕ | Йăлкăш | ||
Официаллă чĕлхесем | чăваш, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2006) | 1026 | ||
Наци йышĕ | чăвашсем | ||
Конфесси йышĕ | христиансем | ||
Сайчĕ | |||
Тăрăх тытăмĕ, халăх йышлăхĕ
тӳрлет1026 çын (2006) ял тăрăхĕнчи 6 ялсенче пурăнать. Администраци Йăлкăш ялĕнче вырнаçнă. Район тĕпне çитме 5 çухрăм. Йăлкăш ял тăрăхне Йăлкăш, Пĕчĕк Элĕк, Пĕчĕк Йăлкăш, Тимĕрçкасси, Сарплат, Атайкасси ялĕсем кĕреççĕ.
Çутçанталăкĕ
тӳрлетЧылайрахăшĕпе вăрман тăприллĕ сăрă çĕр, вĕсем районăн 85% таран территорине йышăнаççĕ. Халĕ пур çĕре тенĕ пекех сухаласа усă кураççĕ.
Ял тăрăхĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлле сивĕ, çилсем вĕреççĕ, çуллв ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9 °C тан, çуллахи — +18,3 °C. Палăртса юлнă чи сивĕ температура — -44 °C, чи ăшши — +37 °C[3].
Çыхăну тата инçекурав
тӳрлет- Çухăну: ОАО «Волгателеком», Би Лайн, МТС, Мегафон. ADSL тетел технологийĕсем саралнă.
- Хаçатсем-журналсем: Элĕк район хаçачĕ "Пурнăç çулĕпе (хаçат)" - "По жизненному пути"[1] 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Чăвашла, вырăсла пичетленсе тухать.
- Инçекурав: Халăх эфир тата спутник инçекуравепе усă курать, кабель инçекуравĕ çук. ТИР эфир инçекуравĕ шутĕнчи наци каналĕпе чăвашла тата вырăсла кăларăмсем тухаççĕ.
Асăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Каçăсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |