Итали эрехĕсем

Итали 2010 çулта эрех туса илнин калапăшĕпе тĕнчере пĕрремĕш вырăна йышăннă. Çапах та иçĕм лартнă çĕр лаптăкĕ чакса пырать:

  • 1985 çул - 1 227 пин га;
  • 2002 çул - яхăн 800 пин га;
  • 2010 çул - яхăн 700 пин га.
Дионис

Итали эрех туни кун-çулĕ

тӳрлет

Италире авалхи самантсенченех эрех тума тытăннă. Авалхи грексем Италие "Энотри" ( "эрех çĕрĕ" ) ячĕпе палăртнă.

Классификаци

тӳрлет

Италире тăвакан мĕнпур эрехе тăваттă класа пайланă:

  • DOCG ( Denominazione di Origina Controllata e Garantita ) - чи паллă, чи паха эрехсем ;
  • DOC ( Denominazione di Origina Controllata ) - паха эрехсем ;
  • IGT ( Indicazione Gepgrafica Tipica ) - вырăнти эрехсем ;
  • Vino di Tavola - апатлану эрехĕсем.

Эрехтăвакан облаçĕсем

тӳрлет
 
Итали облаçĕсем
Италире кашни 20 облаçре эрех тăваççĕ (пин гл):
Вырăн Облаç 2000 çул 2010 çул
1 Венето 7 800 8 174
2 Эмилия-Романья 6 800 6 952
3 Сицили 9 500 6 175
4 Апули 9 500 5 920
5 Абруццио 4 000 3 054
6 Пьемонт 3 100 2 858
7 Тоскана 2 800 2 772
8 Кампани 2 100 1 830
9 Лацио 3 300 1 797
10 Ломбарди 1 500 1 277
11 Умбри 900 987
12 Марке 1 900 870
13 Фриули-Венеци-Джули 1 100 752
14 Трентино-Альто-Адидже 1 100 550
15 Сардини 1 000 550
16 Базиликата 500 500
17 Калабри 800 392
18 Лигури 200 120
19 Молизе 400 57
20 Валле д'Аоста 30 40

Пысăк эрехтăвакан енĕсем

тӳрлет

Италире чи пысăк паха эрехтăвакан енĕсем ( DOC тата DOCG ) :

Ен Облаç Эрех Иçĕм сорчĕсем
Chianti DOC Кьянти Тоскана Пылаксăр хĕрлĕ эрех Санджовезе, Канайоло, Треббьяно
Asti DOCG Асти Пьемонт Чашкăракан пылак шурă эрех Мускат
Soave DOC Соаве Венето Пылаксăр шурă эрех Гарганега
Gavi DOC Гави Пьемонт Пылаксăр шурă эрех Кортезе
Barolo DOCG Бароло Пьемонт Пылаксăр хĕрлĕ эрех Неббиоло
Barbaresco DOCG Барбареско Пьемонт Пылаксăр хĕрлĕ эрех Неббиоло
Brunello di Montalciano DOCG Брунелло ди Монтальчино Тоскана Пылаксăр хĕрлĕ эрех Санджовезе
Vino Nobile di Montepulciano DOCG Вино Нобиле ди Монтепульчано Тоскана Пылаксăр хĕрлĕ эрех Санджовезе
Prosecco di Valdobbiadene DOCG Просекко ди Вальдоббядене Венето Пылаксăр, çурма пылак чашкăракан шурă эрех Просекко

Иçĕм сорчĕсем

тӳрлет

Италире 500 яхăн иçĕм сортне ӳстереççĕ. Чи анлă сарăлнă иçĕм сорчĕсем (га) {2004 çул}:

Вырăнти иçĕм сорчĕсем

тӳрлет

Паян Италире 1 500 иçĕм сорчĕ шутланать. Чылайăшĕ авалхи вырăнти паллăсăр сортсем. 1709 çулта питĕ хаяр, сивĕ хĕл пулнипе нумай иçĕм сорчĕ шăнса пĕтрĕ. Вĕсен вырăнне çĕр ĕçтешĕсем сивве тӳсекен, пысăк тухăçлă сортсене лартрĕç. Ку вăхăтран чăн итал иçĕм сорчĕсен шучĕ чакса пырать. 1970-мĕш çулсенчен пуçласа Италире тăван иçĕм сорчĕсене чĕрĕлетес ĕçе пырать :

Паллă эрехтăвакансем

тӳрлет
  • Antinori, Gaja, Frescobaldi, Querciabella, Vietti.