Ирхи Георгий Иванович
Ирхи Георгий Иванович (паспортри хушамачĕ Порфирьев, 1949 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ, Самуккасси ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи.
Георгий Ирхи | |
Çуралнă вăхăт: | 1949 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Самуккасси ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР |
Гражданлăх: | ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | поэзи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Чыславсем: | Чăваш Енĕн мусăк пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ |
1991 çултанпа Чăваш АССР ÇП пайташĕ. Чăваш Енĕн мусăк пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ [1][2].
Пурнăçĕ
тӳрлет1949 çулхи нарăсăн 1 Чăваш АССР Шупашкар районĕнчи Самуккасси ялĕнче çуралнă.
Шупашкарти энерготехникумра, Чăваш патшалах университетĕнче вĕреннĕ. Чăваш Енри районти тата республикăн хаçачĕсенче, Чăваш радиотелекомпанинче ĕçленĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетСăвăсемпе поэмăсене чăвашла тата вырăсла çырать. Унăн сăввисем çине вунă юрă ытла кĕвĕленĕ.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Шыври хĕвел» (1990);
- «Тасалу» (1991);
- «Вăтанчăк аслати» (1993);
Вуламалли
тӳрлет- Айдаш, Ю. Хăйне шыракан поэт / Юрий Айдаш / Тăван Атăл. – 1991. – № 1. – С. 50.
- Владимирова, E. Поэзи “картинче” – 30 cул / E. Владимирова // Хыпар. – 1997. – 13 ака.
- Ирхи, Г. Çырмара хĕвел курнă сăвăç / Г. Ирхи // Тантăш. – 1999. – 4 нар. (№ 6). – С. 4.
- Сăвăра – сăнарлăхпа тасалăх... // Ялав. – 1999. – № 3–4. – С. 59.
- Тимаков, В. Кашни тeпренчĕкре – ăнкăрайми тăнче / В. Тимаков // Чăваш ен. – 1999. – 13–20 нарac (№ 6). – С. 5.
- Чермаков, И. Именчeк шурă шăплăхра çуралнă юрă... / Иван Чермаков // Илем. – 1994. – 10 нарaс. – С. 7.
- Колесниченко, О. Поющая поэзия Ирхи / О. Колесниченко // Чебоксар. новости. – 1996. – 12 апр.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чувашская энциклопедия: Гергий Ирхи
- ^ Писатели : Ирхи (Порфирьев) Георгий Иванович 2017 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет- Гергий Ирхи(ĕçлемен каçă)