Ириков Николай Романович
ИРИКОВ Николай Романович (1921-1943)— кĕçĕн лейтенант, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Пушкăрт Республикин Залаир районĕн Тури Казарма ялĕнче çуралнă. Чăваш. КПСС ретне 1942-мĕш çулта кĕнĕ.
Ириков Николай Романович | ||||
Çуралнă вăхăт | 1921 çул | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Верхяя Казарма Залаир районĕ Пушкăрт Республики РСФСР | |||
Вилнĕ вăхăт | 1943 çулхи пушăн 16-мĕшĕ | |||
Вилнĕ вырăн | Каменки Чугуев районĕ Харьков облаçĕ УКраина | |||
Пăхăнулăх | СССР | |||
Çар ăрачĕ | танк | |||
Хĕсмет çулĕсем | 1940-1943 | |||
Хисеп | Шаблон:СССР, кĕçĕн лейтенант | |||
Чаç | 2-мĕш танк корпусĕн 169-мĕш танк бригади | |||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||
Чыславсем тата парнесем |
|
Кун-çулĕ
тӳрлет1943 çулхи пушăн 16-мĕшĕнче Ириков хĕсметре тăракан чаç çине тăшман пысăк вăйпа (çав шутра СС танк дивизийĕ) тапăннă. Ириков кĕçĕн лейтенант танкĕ виçĕ тăшман танкне лектернĕ хыççăн хăйне те нимĕç танкĕ çунтарать. Çунакан танк çапăçăва пăрахман, тата тепĕр танка аркатнă, пĕр взвод таран пехота пĕтернĕ. Çавăн хыçăн танка пĕр харăс виçĕ тăшман танкĕ перет.
Экипажпа пĕрле Харьков облаçĕн Чугуев районĕнчи Тетлега ялĕнче пытарнă. Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 19.06.1943 вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ[1].
Чысĕсем
тӳрлет- Ленин орденĕ
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Залаир районĕнчи Пертеш ялĕнче тата Залаир вăтам шкулĕ çинче асăну хăмисем çакнă.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 19 июня 1943 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1943. — 23 июня (№ 23 (229)). — С. 3
Вуламалли
тӳрлет- КАлинин В.В., Макаренко Д.Г. Герои подвигов на Харьковщине. Харков. 1970.
- Славные сыны Башкирии. Книга 2. Уфа. 1966
- Подвиги их бесмертны.Уфа, Китап. 2000.
Каçăсем
тӳрлетИриков Николай Романович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
.