Ильинка (юханшыв)
Ильинка, — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Усул шывĕн юппи.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв çăлкуçĕ Соболево ятлă пушă ял патĕнче вырнаçнă. Сельцо ял çывăхĕнче Усул шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем сахал, пысăккисем çук.
Ильинка авкалана-авкалана малтан анăçалла юхать, Восчестниково ялтан иртсен вара çавăн пекех авкалана-авкалана кăтнăралла çул тытать. Ильински ял çывăхĕнче юханшыва пĕвеленĕ.
Ялсем
тӳрлетЮханшывăн çулхи юхăмĕнче виçĕ пушă ял вырнаçнă: Соболево, Çырлаллă (выр. Ягодное), Крестьяниха. Малалли юхăм тăрăх вырнаçнă ялсенче вара çынсем пурăнаççĕ: Фаладово, Ильински, Головино, Восчестниково, Пĕрремĕш Май, Сельцо.