Иевлев Николай Александрович

Иевлев Николай Александрович ([[]]-[[]]) — чăвашран тухнă шултра усламçă тата тăвăмлăх йĕркелекен, купса.

Иевлев Николай Александрович
Çуралнă вăхăт [[]]
Çуралнă вырăн паллă мар
Вилнĕ вăхăт [[]]
Гражданлăх Раççей империйĕ
Ашшĕ Александр
Мӑшӑрӗ Екатерина Прокопьевна Иевлева (çуралнă чухне Ефремова)
Ачисем Алесей, Александра
« Иевлевсемпе Ехрем хуҫасен пурнӑҫӗ пӗрешкелех пулнӑ иккен[1]. »

Пурнăç

тӳрлет

Иевлевсемпе Ехрем хуҫасен пурнӑҫӗ пӗрешкелех пулнӑ иккен. Вӗсен аслашшӗсен, чӑваш ялӗнчен тухнӑскерсен, хулана куҫсан вырӑссем сӗлтенине самай тӳсме тивнӗ, вӗсен хӗрӗсенчен те «апайка» тесе кулнӑ. Анчах укҫа чул кастарать: малтанах тӳсӗмлӗ те ӑслӑ «инородецсене» мещен сословине куҫараҫҫӗ, кайран вӗсем пӗрремӗш гильдири купцисем пулса тӑраҫҫӗ. Николай Иевлев Прокопий Ефремовӑн хӗрне качча илет, вӗсен ывӑлӗ Алексей вара Михаил Дряблов вырӑс купципе тӑванлашать.

Революцичченхи ҫулсенче Шупашкарти мул хуҫисем Иевлевсен икӗ хутлӑ керменӗнче пуҫтарӑнма кӑмӑлланӑ. Кунта пӑрахутсем, армансемпе ампарсем илнӗ пирки хутсем уйӑрттарнӑ, пӗрле ӗҫкӗ-ҫикӗ ӗҫсе савӑннӑ. Калас пулать, пӗччен хулӑ хуҫӑлать тенине аванах чухланӑ вӗсем. Ара, пуянлӑх енне аллисене тӑсакансем, кӗвӗҫсе усал сӑмах саракансем сахал мар тупӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра чиркӳ ҫыннисен влаҫӗ самай пысӑк пулнӑ, «инородец» тесе хӑртни ҫитмесен «ку купца чиркӗве ҫӳремест, вӑрттӑн хӑйӗн Киреметне кӗл тӑвать» тесе унӑн ҫулне пӳлсе хума пултарнӑ.

Революци хыççăнхи пурнăç.

Революци хыҫҫӑн купцасен чаплӑ керменӗсене туртса илеҫҫӗ. Алексей Иевлев купца мунчинчен ҫурт туса ӑна Грязевская стрелка урамне куҫарса лартать те унта Елизавета хӗрӗпе пурӑнма тытӑнать. Ӑна чирлӗ тесе тивмеҫҫӗ, арӑмне вара Ҫӗпӗре ӑсатаҫҫӗ.

Ăçта вырнаçнă пулнă-ха Иевлевсен Шупашкарти керменĕ. Кăна пĕлме каллех В. Алексинăн чăвашла статйи пулăшать.

— Пӗррехинче купца хӗрӗ (ун чухне вӑл ватӑлса ҫитнипе тата суккӑрланнипе тухса ҫӳрейместчӗ), виличчен ашшӗ килне кайса курасшӑн пулчӗ, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Роза Семеновна. — Хӗрлӗ лапамра вырнаҫнӑ керменте перекет касси вырнаҫнӑччӗ, унта ӗҫлекенсем пире тӗлӗнсе кӗтсе илчӗҫ. Ҫӳретпӗр ҫапла пӳлӗмрен пӳлӗме: кунта столовой пулнӑ, кунта хӑнасене йышӑнмалли пӳлӗм... Пӗр пӗчӗк пӳлӗме кӗрсе чӳрече патне пырса тӑрсан Елизавета Алексеевна хытӑ пӑлханса кайрӗ. Ҫакӑнта ача чухне ун кравачӗ тӑнӑ иккен. Ҫавӑн чух ват ҫыннӑн чӗри куляннипе мӗн тери ыратнине лайӑх туйса илтӗм...

В. В. Орловăн ĕçĕнче çапла калани пур[2]:

Несĕл йывăççин тупса палăртнă пайĕ

тӳрлет

Несĕл йывăççин тупса палăртнă пайĕ ак çапларах курăнать.

  • Николай Александровичпа Екатерина Прокопьевна Иевлевсем
    • Александра Николаевна Иевлева-Талиева
      • Александра
        • Паллă мар
          • Н.Н. Пономарев полиграфист (Мускав хули)
    • Алексей Николаевич Иевлев
      • Елизавета Алексеевна Иевлева (1981 ҫулта Шупашкарта ҫӗре кӗнӗ)

Калас пулать, Екатерина Прокопьевна Иевлева-Ефремова Ехрем хуçан хĕрĕ пулнă. Анчах та лешĕн çак ятлă хĕрсем иккĕн: пĕри пĕрремĕш арăмĕнчен, тепри иккĕмĕш арăмĕнчен. Ку Екатерина Прокопьевна вара Ехрем хуçан пĕрремĕш арăмĕн, Устиньян (1823—1855), чăваш хĕрарăмĕ пулнăскерĕн, хĕрĕ[3].

Çавăн пекех Ехрем хуçан Николай Прокопьевич ывăлĕн арăмĕ Иевлева хушаматлă пулнине палăртмалла (Анна Флегонтовна Иевлева). Вăл кунта асăнакан Иевлевсем тĕлĕшпе мĕнле çыхăнура тăни-тăманни паллă мар. Ахăртнех, ахаль хушаматташ çеç пуль.

Кăсăклă фактсем

тӳрлет
  • Иевлевсем пирки те, Ехрем хуçасем пирки пекех, халлапсем çÿренĕ.
  Ехрем хуҫасем пирки ун чухне тӗрлӗрен халап-юмах ҫӳренӗ. Ефрем Ефимов, пӗр тӑван купцасен ашшӗ, пус ҫумне пус хушса, тар тӑкса пуйман иккен, кӗпер айӗнче вӑрӑ-хурахсем пытарса хӑварнӑ ылтӑна тупса ҫӗрме пуянсен ретне тӑнӑ. Елизавета Алексеевна каланӑ тӑрӑх, Иевлевсем пирки те Шупашкарта ҫавнашкал халапах ҫӳренӗ.  
  • Елизавета Алексеевна Иевлевана ватлăхра Шупашкарта пурнакан Роза Семеновна тата Илья Максимович Манзуровсем пăхса пурăннă.
  • П.Е.Ефремов чăваш çыравçисемпе М.Ф.Фёдоровпа тата И.Н.Юркинпа паллашса пĕлĕшлĕ пулнă, вĕсемпе çыру та çÿретнĕ.
  • Çамрăк чухне Ехрем хуçа çуртĕнче Чăваш театрне никĕслекенсенчен пĕри О.И.Ырсем ултă çул хушши тарçăра ĕçленĕ.

Çавăн пекех

тӳрлет

Асăнмалăх

тӳрлет

Ылттăнпа илемлетнĕ турăш.

Вилес умӗн купца хӗрӗ пачӑшкӑна чӗнтерсе кӗл тутарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн чиркӗве ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ ылтӑнпа илемлетнӗ турӑш пиллесе панӑ. Анчах ҫак хаклӑ парне унта ҫитеймен пулас... Кун пирки эпӗ «Купеческие богатства и реликвии исчезли бесследно» статьяра каласа панӑччӗ («Советская Чувашия», 2001 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗ)

Тата, çавăн пекех, сыхланса юлнă фоттоÿкерчĕк пирки каламалла.

Мул пирки вара Елизавета Алексеевна урӑх шарламан. Хӑйне пӑхакана вӑл йывӑҫ пӳрт, купцасенчен юлнӑ чаплӑ сӗтел тата ҫемйипе ӳкерттернӗ сӑнӳкерчӗк парса хӑварнӑ.

Манзуровсемпе юлашки хут Чӑваш наци музейӗ умӗнче вун пилӗк ҫул каялла курса калаҫнӑччӗ. Сӑнӳкерчӗке сканерпа ҫапса илнӗ хыҫҫӑн хуҫисене тавӑрса патӑм, ку чаплӑ япала, ӑна ҫухатас марччӗ, музее парсан шанчӑклӑ пулать тесе канаш патӑм. Анчах музей фончӗсене темле ҫавӑрттарсан та сӑнӳкерчӗк тупӑнмарӗ.

Алҫырусем ҫунмаҫҫӗ теҫҫӗ, ҫак сӑнӳкерчӗк пирки те ҫакна калама пулать. «Советская Чувашия» хаҫатӑн электронлӑ архивӗнче ӑна Л.А. Григорьева верстальщица упраса хӑварнӑ. Урӑх кирлӗ пулмасть тесе хуратма та пултарнӑ, анчах темшӗн алли ҫӗкленмен. Пысӑк тав сана ҫакӑншӑн, Людмила Анатольевна.

— Ҫак сӑнӳрерчӗкре ман мӑн кукамай пулма пултарать, — тет Мускав ҫынни Н.Н. Пономарев. — Анчах малтан унта камсем тата хӑҫан ӳкерӗннине пӗлесчӗ.

Çавăн пекех Ленинăн сыхланса юлайман çырăвĕ пирки.

Роза Семеновна каласа панӑ тӑрӑх, Иевлев купца хӑй арӑмне Ҫӗпӗрти тӗрмерен кӑларас тесе таҫта та ҫырса пӑхнӑ. Унӑн хучӗсем хушшинче Ленин янӑ хурав та пулнӑ иккен, ҫулпуҫ купцана вырӑнти влаҫсене «пуҫ ҫапса пӑхма» сӗннӗ пулать. Анчах ку ҫыру таҫта ҫухалнӑ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Алексин, В. Иевлевсем Ехрем хуҫасемпе хăталлă-тăхлачлă пулнă : [купцасен йӑхӗсем ҫинчен] / В. Алексин // Тăван Атăл. – 2016. – № 8. –.
  • Алексин, Валерий. «Купеческие богатства и реликвии исчезли бесследно». («Советская Чувашия», 2001 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗ).
  • Юмарт Г.Ф. Сăвă.
  • Юркин И.Н. Встреча с купцом. Отрывок из повести. Перевод с чувашского. — Молодой коммунист, 1993, июль, №25(8724).
  • Хветӗр АГИВЕР. Ехрем хуҫа ҫӑкӑр-тӑварӗн хурлӑ вӗҫё

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Кунти цитатăсене пурне те, ятарласа палăртман пулсан, Валерий Алексинăн чăвашла статйинчен илнĕ.
  2. ^ В.В.Орлов, Чувашский государственный институт гуманитарных наук. ДЕЛОВАЯ ЭЛИТА ЧУВАШИИ В КОНЦЕ XIX—НАЧАЛЕ XX в. Электронный ресурс
  3. ^ Краснова, Нелли Анатольевна. Историческая судьба купеческого рода Ефремовых на фоне бурных событий XX века (Ку çăлкуçра темшен Н. А. Иевлевăн инициалесене Н. И. тесе кăтартнă).

Каçăсем

тӳрлет