Ефремов Николай Прокопьевич
Ефремов Николай Прокопьевич (Прокофьевич) (1860, раштав, 1 — 1921, Хусан) — раççей патшалăх ĕçченĕ, купса. Раççей империн III чĕнĕвĕн патшалăх думин Хусан кĕпернинчен депутачĕ. Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ.
Ефремов Николай Прокопьевич | |
Виççĕмĕш Думăн депутачĕ, 1907 ç. | |
Çуралнă вăхăт: | 1860, раштав, 1 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Шупашкар, Хусан кĕперни |
Вилнĕ вăхăт: | 1921, çулла |
Вилнĕ вырăн: | Хусан |
Гражданлăх: | Раççей империйĕ |
Тĕне тытни: | православи |
Парти: | Конституциллĕ-демократи |
Ĕçлев тĕсĕ: | Вăрман усламçи, Патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕпернинчен депутачĕ. |
Биографи
тӳрлетI гильдири Прокопий Ефремов купса килĕнче çуралнă. Килтех пĕлӳ илнĕ.
Вăрман усламçи, хăма çуракан савут пулнă. Нумай çĕр тытса тăнă. «П. Е. Ефремов с сыновьями» сутăиилӳ çуртне ертсе пынă.
1907 çулта юпан 14-мешĕнче III Патшалăх Думине Хусан кĕпернин суйлав пухăвĕн суйлакансен пĕрлехи йышĕнчен суйланă. Кадетсен фракцинче тăнă. Сутă-илӳпе промăçлăх комиссин пайташĕ. 1908 çулхи çăвăн 13-мĕшĕнче депутат пулма пăрахнă[2] (унăн вырăнне Н. Д. Сазонова суйланă[3]).
Пайăр пурнăçĕ
тӳрлетМашăрланмасăрах Александра Флегонтовна Иевлевăпа арлă-арăмлă пурăннă. Совет влаçĕ çуртне конфискацилесен Н. П. Ефремов арăмĕпе Хусана куçса кайнă, унтах 1921 çулта выçса вилнĕ[4].
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Хыпар 2019 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- СЧ
- Справка
- Ефремов Николай Прокопьевич
Ку Раççейри пайăр çынсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |