Иванов Ананий Герасимович
Ананий Герасимович Иванов (1. 1.1954, Важнангер ялĕ, Туçи Мари районĕ, Мари АССР, РСФСР çур.) — мари историкĕ, истори ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор (1997). Мари Эл республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1997), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ аслă шкулĕн ĕçлевçи (2004). Мари Эл республикин патшалăх премин лауреачĕ (2001).[1]
Ананий Герасимович Иванов | ||||
Çуралнă вăхăт: | 1954, кăрлач, 1 | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Важнангер ялĕ, Туçи Мари районĕ, Мари АССР, РСФСР | |||
Патшалăх: | ||||
Ăслăх сфери: | Истори | |||
Ăсчах степенĕ: | филологи ăслăхĕсен кандидачĕ | |||
Альма-матер: | И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ | |||
Чыславсемпе парнесем |
|
Биографи
тӳрлет1954 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Мари АССР йышĕнчи Туçи Мари районĕнчи Важнангер ялĕнче çуралнă.
1976 çулта И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ истори факультетĕнче вĕренсе тухнă.
1982 çулта М. В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ истори факультетĕнче аспирантурăра вĕренсе тухнă.
1976-77 çулсенче – Мари АССР Министрсен канашĕ çумĕнчи ЧЛИ ĂТИ кĕçĕн ĕçлевçи. 1977 çултанпа – Мари патшалăх университетĕнче: ассистент, аслă вĕрентӳçĕ, доцент, профессор (1995-па), тăван çĕршыв истори кафедрин ертӳçи (1998-па), çав хушăрах 1999-2003 çулсенче — проректор (ăслăх ĕçĕпе).
Çемье
тӳрлетМăшăрлă, виçĕ ача.
Ăслăх ĕçĕсем
тӳрлет250 яхăн ăслăх ĕçне, çав шутра 14 монографи, документсен пуххине, вĕренӳ кĕнекисене хатĕрлесе кăларнă.
Хăшпĕр ĕçĕсем
тӳрлет- Марийцы Поволжья и Приуралья. Йошкар-Ола, 1993; Очерки по истории Марийского края XVIII века. Йошкар-Ола, 1995; Монастырская колонизация Марийского Поволжья. Йошкар-Ола, 2000 (в соавт.).
- МАТЕРИАЛЬНОЕ ПОЛОЖЕНИЕ СЕЛЬСКИХ УЧИТЕЛЕЙ МАРИЙСКОГО КРАЯ В КОНЦЕ XIX – НАЧАЛЕ XX вв.