Зубков Валентин Иванович

Зубко́в Валенти́н Ива́нович (1923—1979) — совет актёрĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Валентин Зубков
Зубков Валентин Иванович
Çуралнă чухнехи ят: Зубков Валентин Иванович
Çуралнă вăхăт: 1923 çул, çу, 12
Çуралнă вырăн: Песчаное, Кисан кĕперни, СССР
Вилнĕ вăхăт: 1979 çул, кăрлач, 18
Вилнĕ вырăн: Мускав
Гражданлăх: ССРП
Професси: Актёр
IMDb: ID 0958284
Зубков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Кун-çулĕ тӳрлет

Çамрăклăх тӳрлет

Валентин Зубков 1923 çулхи çăвăн 12-мĕшĕнче Кисан кĕпернинчи Хăйăрлă салинче çуралнă. Армавирти çар авиаци шкулĕнче (1941—1943) вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче вĕçевçĕ пулса çапăçнă. Вăрçă хыççăн «Спецконтрольпроект» йĕркелĕвĕнче вăй хунă.

Пултарулăх çулĕ тӳрлет

Кинематографа театр ăстаçă пĕлӳне илмесĕрĕх хăй тĕллĕ пултарулăх ушкăнĕнчен килнĕ. Пĕрремĕш киноролĕсене эпизодсенче сăнарланă (Йĕкĕрешсем (1945) тата Вырăс ыйтăвĕ (1947)). Тепĕртакран Зубковăн паха сăн-пичĕпе ал-çурăмĕ çине кинематограф уççăн пăхма тытăнать.

Хĕрĕххĕмĕш çулĕсен вĕçĕнче Зубков МПУ çумĕнчи хăй тĕллĕ театр студинче (ертӳçĕ — Константин Воинов) ăсталăхне ӳстернĕ. Воинов патĕнче Зубков каярах « Виççĕн вăрмантан тухрĕç» (1958), «Хĕвел пурне те савать» (1959) тĕп рольсене тата «Кукка тĕлĕкĕ» ĕçĕнче (1966) эпизодри роле сăнарланă.

Хăйĕн пĕрремĕш тĕп рольне 1955-мĕш çулта «Это начиналось так…» фильмра сăнарлать. 1960 çултанпа — Киноактёр театр-студийĕн актёрĕ.

1957-мĕш çулта Валентин Зубков иккĕмĕшле, çапах та асăмра юлнă иккĕ Степанов: фронт салтакĕн «Летят журавли» тата «Коммунист» фильмри йĕксĕкĕн ролĕсене хайлать. Эрех еннелле тайăлнипе темиçе çуллăха Зубков выляма пăрахать[1]. Амакран хăтăлсан та актёр малтанхи хевтелĕхне çитеймест — иккĕмĕшле тата эпизодри рольсемпе çырлахма тивет.

Ӳкерчĕк:Ivanovo detstvo Zubkov.jpg
«Иван ачалăхĕ» (1962) фильмра Холин капитанăн ролĕнче

Актёрăн паллă ĕçĕсем — фильмсенчи рольсем: «Атте пӳрчĕ» (1959), «Леон Гаррос тусне шырать» (1960), «Çурçĕрти повеç» (1960), «Иван ачалăхĕ» (1962), «Ăраскал кунĕ» (1963).

«Поезд милосердия» (1964) фильмра Зубков хăйĕн Сергей ывăлĕпе вылять.

Çемьери инкек тӳрлет

1977 çулхи çулла актёрăн пĕртен-пĕр ывăлĕ, 23 çул тултарнă Сергей Зубков, сарăмсăр вилет. Çартан таврăнсан, вăл канма аккăшĕ патне Углич патĕнчи яла кайнă та паллă мар ĕç-пуçра юхан шыва путса вилнĕ.

Чирлесе вилни тӳрлет

Ывăлне çухатсан актёр йывăр чире кĕрет: тухтăрсем унăн тарăн склероз пурине палăртнă. Зубков нимĕн те астуман, Нина арăмĕн (вĕсем 1947 çулта туйне вылянă) ятне маннă. Малашне амак татах пуснă: Зубков уçăлма урама тухсан таврăнма арăмĕ унăн пиншакĕн кĕсьине килти адресне çырса хунă. Çĕнĕ Çул хыççăнах актёр каллех пульницăна лекет те 1979 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче çут тĕнчерен каять. Черкизово (Çурçĕрти) çава çине пытарнă.

Чыславсемпе парнесем тӳрлет

Фильмографи тӳрлет

  1. 1945 — Близнецы — эпизодри роль
  2. 1947 — Русский вопрос — шофер (эпизодри роль)
  3. 1956 — Это начиналось так…
  4. 1957 — Летят журавли — Степан
  5. 1957 — Коммунист — Степан
  6. 1958 — Трое вышли из леса — Сергей Кошелев
  7. 1958 — Тисса çинче — суя-Белограй
  8. 1959 — Майские звёзды — салтак (титăрсенче кăтартман)
  9. 1959 — Солнце светит всем — Николай Максимович Савельев
  10. 1959 — Отчий дом — Сергей Иванович, председатель
  11. 1960 — Время летних отпусков — Глеб Горелов
  12. 1960 — Леон Гаррос ищет друга — Андрей
  13. 1960 — Северная повесть — Тихонов-художник / Тихонов-солдат
  14. 1960 — Яша Топорков — Герман
  15. 1961 — Человек идёт за солнцем — Военный Музыкант (валторнист)
  16. 1961 — Евдокия — Порхин
  17. 1962 — Половодье — Федор
  18. 1962 — Иваново детство — Холин
  19. 1962 — Семь нянек — Григорий Иванович Волошин
  20. 1963 — День счастья — Фёдор Орлов
  21. 1964 — Поезд милосердия — Данилов
  22. 1965 — От семи до двенадцати(эпизод Зонтик) — Люся ашшĕ
  23. 1966 — Дикий мед — Сербин
  24. 1966 — Я солдат, мама — старшина
  25. 1966 — Нет и да — Лобов
  26. 1966 — Дядюшкин сон — Вася
  27. 1968 — Таинственный монах — Лобов
  28. 1968 — На войне, как на войне — Басов, полк командирĕ
  29. 1968 — Карантин — эпизодри роль
  30. 1969 — Её имя — Весна — комиссар
  31. 1969 — Внимание, цунами! — мичман Варавва
  32. 1969 — Я его невеста — Толкунов
  33. 1969 — Шаги по земле — эпизодри роль
  34. 1971 — Девушка из камеры 25 — Кузьма
  35. 1971 — Антрацит — Украина бокс команди тренĕрĕн пулăшавçи
  36. 1972 — Мальчишки — народ хороший — Климов
  37. 1972 — Последний форт — Воронин
  38. 1972 — А пароходы гудят и уходят
  39. 1973 — С тобой и без тебя — следователь
  40. 1974 — Если хочешь быть счастливым — эпизодри роль

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Валентин Зубков (rudata.ru) 2012 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем тӳрлет