Зоя
Зоя — хĕрарăм ячĕ.
Грек чĕлхинчен «пурнăç» (ζωή) тесе куçать. Православи календарĕнче Зойăсен пирĕшти кунĕ:
Ят мĕне пĕлтерни
тӳрлетМĕн пĕчĕкрен ырă кăмăллă, пурнăçа çав тери хытă юратаççĕ. Сăпайлă, ĕмĕтленме, кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултаракан Зойăсем пур çĕрте те кĕтнĕ хăнасем. Вĕсем лайăх психологсем-çке. Çул çӳреве питĕ кăмăллаççĕ. Пурнăçра кама е мĕне те пулин шанмаллах теççĕ пулин те пĕр хăйсене кăна шанаççĕ, мĕн-тĕр пулсан та пĕр пĕччен чăтса ирттерме тăрăшаççĕ. Зойăсем яланах хаваслă ушкăнра, хăйсене пăхакансене кăмăллаççĕ, анчах тепĕр чух тĕлпулăва хăйсем палăртма та хирĕç мар. Вĕсем çав тери хăвăрт юратса пăрахма пултараççĕ. Каччăсем Зойăсен серепине лексен хăтăлма ан та шутлаччăр, вĕсен пĕр çул кăна – загс. Çакăн пек ятлă çынсен çемйи çирĕп, ачасене питĕ хытă юратаççĕ.
Зоя ятлă паллă чăвашсем
тӳрлет- Лисицина Зоя Васильевна, — паллă чăваш юрăçи;
- Белова Зоя Степановна, — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент;
- Нестерева Зоя Алексеевна, — чăваш сăвăçи, çыравçи;
- Матвеева Зоя Германовна, — педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент;
- Андреева Зоя Захаровна, — пултаруллă артис, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ;
- Алексеева Зоя Леонидовна, — сăвăç.