Белова Зоя Степановна
Белова Зоя Степановна, — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1951 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕнче çуралнă.
Ӗçри çитăнӳсемшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотипе (1993), Аслă тата ятарлă вăтам пĕлӳ министерствин «За отличные успехи в среднем специальном образовании» паллипе чысланă.
Кун-çулĕ
тӳрлет1968 çулта Мăн Чурашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. 1973 çулта аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн Муркаш районĕнчи Чуманкассинчи вăтам шкулта пĕр çул ĕçленĕ, кайран Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне ĕçлеме куçнă (1974). 1999 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх университечĕн философипе ăслăлăх методологи кафедрин доценчĕ пулса ĕçлет.
Зоя Белова — канăçсăр чунлă çын. Аслă шкулта илнĕ малтанхи пĕлӳ ăна çырлахтарайман, çителĕксĕр туйăннă. Çавăнпа та вăл 1979 çулта Чăваш патшалăх университечĕн истори уйрăмĕнчен, 1997 çулта вара географи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Аспирантурăра, кайран докторантурăра вĕреннĕ.
1993 çулхи ака уйăхĕнче «Визуальная наглядность в формировании реалистического мышления учащихся (на материале обучения изобразительно-графическими средствами)»" темăпа диссертаци хӳтĕлесе педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ.
2000 çулхи раштав уйăхĕнче Мускав университетĕнче «Визуализация теоретического знания как познавательный метод» темăпа диссертаци хӳтĕлесе философи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ ятне илнĕ.
Ӗçĕсем
тӳрлетХăйĕн тĕпчевĕсенче Зоя Белова куçпа курса вĕрентмелли кăтарту пособийĕсемпе тухăçлă усă курни ачасен реалистла шухăшлавне аталантарма пысăк майсем туса панине çырса кăтартнă. Тĕпчевçĕ реализмла шухăшлавăн паллисене педагогика, философи ăслăлăхĕнче пĕрмĕш уçса панă, унччен ку ыйтупа никам та ĕçлемен. Унăн тĕпчевĕсенчи сĕнĕвĕсем вĕрентӳ ĕçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ.
Зоя Степановна 50 тĕпчев ĕçĕ ытла пичетлесе кăларнă.
Пичетленĕ ĕçĕсем
тӳрлет- О взаимосвязи диалектики и дидактики //Народная школа. 1996, №5;
- Основные ступени процесса познания //Теория познания: Учебное пособие. Чебоксары, 1997;
- Реалистическое мышление: педагогические аспекты //Народная школа. 1997. №2;
- Проблемы визуальной репрезентации теоретических знаний. Чебоксары: Изд-во ЧГУ. 1998;
- Визуализация научно-теоретического знания. Чебоксары: Изд-во ЧГУ, 2001;
- тата ыттисем те.