Зайцева Людмила Васильевна

р Людмила Васильевна Зайцева (1946, хутор Восточный, Усть-Лаба районĕ, Краснодар Ен) — совет тата раççей кино актриси, РСФСР халăх артисчĕ (1989), СССР патшалăх парнин лауреачĕ (1983).

Людмила Зайцева
Çуралнă чухнехи ят: Людмила Васильевна Зайцева
Çуралнă вырăн: хутор Восточный, Краснодар Ен, Усть-Лаба районĕ
Професси: XX, XXI ĕмĕрсенчи совет, раççей актриси
Карьера: 1967 — хал.. вăх.
Чыславсемпе парнесем:
РСФСР халăх артисчĕ— 1989 СССР патшалăх парни — 1983

Биографи тӳрлет

Людмила Зайцева 1946 çулхи утăн 21-мĕшĕнче Краснодар Енĕн Усть-Лаба районĕнчи Восточный хоторĕнче çуралнă[1]. Амăшĕ пĕчченех ăс парса çитĕнтернĕ. Ачаранах актриса професси пирки ĕмĕтленнĕ. Мускава куçса килнĕ те МПАТ шкул-студине вĕренме кĕресшĕн çуннă. Виççĕ хутчен ăнăçлă пулмасан та (экзаменсем хушшинче Зайцева лаборантка, штукатур, уборщица вырăнĕнче ĕçленĕ, çаплах, 1965—1966 çулсенче Рязаньри çамрăк куравçă театрĕн пулăшав йышĕнче тăрăшнă) театр çулĕнчен сивĕнмен, Щукин училищине вĕренме кĕнĕ, ăна вăл 1970 çулта вĕçленĕ[2].

1976 çултанпа — Киноактёр театр-студин актриси.

Людмила Зайцевăн пĕрремĕш Андрей Кончаловскин «История Аси Клячиной, которая любила, да не вышла замуж» фильмĕнче эпизодри роле вылянă. Пĕрремĕш тĕп роле Зайцева Виталий Мельниковăн «Здравствуй и прощай» (1972) фильмĕнче сăнарланă. Çав çултах ăна «А зори здесь тихие» фильмĕнче иккĕмĕшле пулин те, питĕ ялкăш, астăвăмра юлнă роле — Кирьянова сержанта выляма тивĕç пулнă. Василий Шукшинăн калавĕсем тăрăх ӳнерленĕ «Праздники детства» (1982) фильмĕнчи ролĕшĕн, актриса СССР патшалăх парнине тивĕçнĕ. Людмила Васильевăн ытти паллă ĕçĕсем хушшинче — Пăлаки («Кадкина всякий знает»), тĕп ролĕсем — «Дождь в чужом городе», «Затерянные в песках» фильмсенче.

Фильмографи тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет