Житомир
Хула гербĕ
Житомир хулин гербĕ
Патшалăх: Украина
Регион: Житомир облаçĕ
Никĕсленĕ: 884
Хула, çултан: 1444
Халăх йышĕ, пин çын: 272,9 (2007)
Хула лаптăкĕ: 65 км2
Геогр. анлăхĕ: 50°15′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 28°40′ х.т. д.

Жито́мир (укр. Жито́мир) — Украинăн çурçĕр-анăçĕнчи хули, Житомир облаçĕн, Житомир районĕн тата Житомир хула пĕрлелĕхĕн администраци центрĕ, Житомир агломерацин центрĕ. Ун шутне Богунск тата Королёв районĕсем кĕреççĕ.

Житомир логотипĕ
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Житомир пăхăр.

Истори

тӳрлет

Хулана 884 çулта никĕсленĕ. Халап тăрăх ăна Аскольдпа Дир тата Житомир кнеçсен дружини никĕсленĕ пулать. Авал кунта древлянсен шутне кĕрекен житичсем пурăннă.

945 çулта Житомирта вырăнти кнеçсене хирĕç пăлхав çĕкленнĕ. Ун çинчен Ипатий çулçырăвĕнче те асăннă.

1240 çулта хулана Батый çарĕ килсе çаратнă. 1320 çулта ăна литвасем тытса илнĕ. 1569 çулхи Люблин унийĕ хыççăн хула поляксен аллине лекет.


Пурăнан халăх

тӳрлет

Чĕлхепе пуплесси

тӳрлет

Кунта пурăнакан халăхăн тăван чĕлхи, 2001 çулхи çырнипе çапла пулать[1]:

Чĕлхе Йышĕ, çын Пай
Украин 235 245 83,18 %
Вырăс 46 015 16,27 %
Урăххисем 1 563 0,55 %
Пурĕпе 282 823 100,00 %

Экономика

тӳрлет

Транспорт

тӳрлет
 
Чукун çул вокзалĕ
 
Житомир трамвайĕ çĕнçул уявĕсенче

Житомир — Украина транспорчĕн шултра çыхăвĕ. Хула ĕлĕкренех Киеврен анăçалла — Литва Бресчĕ — еннелле каякан паллă çул. Халĕ ĕнтĕ çак тĕнчери çул Шаблон:Тапăлчă-ua Шаблон:Тапăлчă-eu Киев — Чоп.

Спорт

тӳрлет
 
Пăхатăрсен турнирĕ

Житомирте темиçе пысăк стадион: Вăта стадион «Полесье», «Спартак», «Колос» (Житомирти Агротехника колледжĕ). Çаплах футбол уйĕсем тата спорт лапамĕсем чылай.

Культура

тӳрлет

Хула историне ăслăхпа культурăри чылай паллă çын кĕнĕ. Житомирте Хаим-Нахман Бялик тата Владимир Короленко çыравçăсем, С. П. Королёв академик, В. М. Арциховский ботаник, Я. Б. Гамарник тата Ю. И. Коляда çарпуçсем, Б. А. Кругляк тата А. А. Скальковский историксем, Т. А. Шумовский тухăç пĕлевçи, Эразм Фабиянский тата Д. П. Штеренберг ӳкерçĕсем, Игорь Шафаревич математик, И. Я. Падеревский, Борис Лятошинский композитор/пианист , Святослав Рихтер пианист çуралнă. Саша Чёрный хăйĕн пĕрремĕш фельетонне житомир хаçатĕнче пичетленĕ.

Паллă вырăнсем

тӳрлет
 
Лютеран кирхĕнчи часавай
  • Сăваплă Софин кафедрăллă соборĕ (1737 ç.)
  • Житомирти католици епархин епископĕсен дворецĕ (XIX ĕм.), унта Хулан тавраша пĕлӳ музейĕ вырнаçнă
  • Синагога (XIX ĕм.)
  • Сăпас-Преображени соборĕ (1864 ç.)
  • Сăв. Михал чиркĕвĕ (1856 ç.)
  • Сăв. Иоанн, Дуклирен храмĕ (1828—1841)
  • Турă амăшĕн асăну храмĕ (XIX ĕм.)
  • Поляксен çăви (XVIII ĕм.)
  • Православсен ватă çăви (XIX ĕм.)
  • Еврейсен ватă çăви (XIX ĕм.)
  • Поляксен ватă театрĕ
  • Евангалистсен храмĕ (1896)
  • Çакнă кĕпĕр
  • Чацкий пуçĕ (пĕве пуçĕнчен — панорама) — Тетерев юханшывĕн сулахай çыранĕнче
  • Замăк Тăвĕнчен курăнакан панорама
  • Михал урамĕ (Сăваплă Михал кафедрăллă соборĕ çумĕнчи)

Паллă çынсем

тӳрлет

Тăванланнă хуласем

тӳрлет

Литература

тӳрлет
  • Т. И. Вержбицкий. Краткое описание города Житомира. 2-е изд. Житомир, 1889.
  • Коваленко Л. А. Житомир: Історичний нарис. — Житомир: Товариство по поширенню політичних і наукових знань, 1951. — 46 с.
  • Мокрицький Г. П. Житомир: Історико-архітектурний путівник-довідник (укр., рос, англ. мовами). — Житомир: Вид-во «Волинь», 2007. — 208 с. (вид. 1 — 3-е).
  • Вирський Д. С. Житомир // Енциклопедія історії України. Т. 3. — Київ, 2005. — С. 153—154.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет