Ефимов Иван Ефимович
Иван Ефимович Ефимов (2.10.1896, Юртукасси ялĕ, Шупашкар уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) – 16.5.1975, Шупашкар, Чăваш Ен) – Чăваш Енĕн пĕрремĕш çар (вăрçă) комиссарĕ[2].
Ефимов Иван Ефимович | |
выр. Иван Ефимович Ефимов | |
Чӑн ят | выр. Иван Ефимович Ефимов |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1896 çулхи юпа, 2-мĕшĕ или 2 (14) юпан 1896[1] |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1975 çулхи çу, 16-мĕшĕ[1] (78 çул) |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Чыславсемпе парнесем |
Биографи
тӳрлет1915 патша çарне хĕсмете илнĕ. Тифлисри прапорщиксен шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн 1917 çулхи çĕртме уйăхĕнче Шадринска 139-мĕш саппасри пехота полкне кĕçĕн офицер чинĕпе янă. 1917 çулта Шадринскри рабочисемпе салтаксен канашĕн депутачĕ пулма суйланă, ĕçтăвкомĕн секретарĕ тивĕçне пурнăçланă. 1917 çулта çурла уйăхĕнче РСДРП(б) ретне кĕнĕ.
Хусанти педагогика институтĕнче 1929 çулта вĕренсе тухнă.
1925-1929 çулсенче Хусана вĕренмешкĕн янă, çав вăхăтрах Тĕп суд коллегийĕн пайташĕ пулса вăй хунă, чăвашсен Хусанти педтехникумне (1930 çулчен) ертсе пынă. Наркоматри ПКП(б) ячейкин секретарĕ, Хусанти хулкомĕн пайташĕ пулнă. Тухăç педагогика институтĕнче ăна доцент ăсчах хисепне тивĕçтернĕ, çак институтра ăна директор çумĕ вырăнне лартнă, Чăваш чĕлхи тата культури уйрăмне ертсе пыма çирĕплетнĕ.
1930 çулта Хусанти патшалăх университечĕн финанс-экономика факультетне куçнă. 1931 çӳлхи нарăс уйăхĕнче Мускаври потребкоопераци институчĕн директор çумĕ пулма сĕннĕ, этнографи кафедрине ертсе пынă. 1931 çулхи çĕртме уйăхĕңче ПКП(б) ТК хушнипе Чăваш Ене Шупашкарта ялхуçалăх институтне йĕркелеме килнĕ.
Пенсие 1958 çулта тухичченех Шупашкарти 1-мĕш №-лĕ техника училищин директорĕ пулса тăрăшнă.
Кĕнекесем
тӳрлет- «Научно-исследовательская работа в Чувашии»
- «За Советскую власть» (1959).
- «В первые годы Чувашской автономии» (1964).
Чыслани
тӳрлет- Ленин орденĕ
- медальсем
Асăнмалăх
тӳрлет- Асăну хăми, Кӳкеç поç, Шупашкар районĕ, (уçнă - 17.1.2014)
Литература
тӳрлет- Ефимов Иван Ефимович // Энциклопедия Чебоксарского района. — Чебоксары, 2014. — Т. 1. — С. 161-162.
- Клементьев, В. Н. Ефимов Иван Ефимович / В. Н. Клементьев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 575-576.
- Королева, Г. В память о комиссаре / Г. Королева // Советская Чувашия. — 2014. — 28 янв. — С. 2.
- Первый военный комиссар Ч. А. О. : [об Иване Ефимовиче Ефимове] // Чуваш. край. — 1922. — 23 февр.
- Увековечили имя первого военкома // Справедливая Россия-Чувашия. — 2014. — № 1 (янв.). — С. 7.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 Исаев Ю. Н. Чувашская энциклопедия (рус.) — Чувашское книжное издательство, 2006. — 2567 с. — ISBN 978-5-7670-1471-2
- ^ Чувашская энциклопедия
Каçăсем
тӳрлет- Открыта мемориальная доска в честь первого военкома республики
- Первый военком Чувашии был родом из деревни Ердово(ĕçлемен каçă)
- Открытый список: Ефимов Иван Ефимович (1896)
- Торжественное открытие мемориальной доски в память первого областного военного комиссара Чувашии(ĕçлемен каçă)
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |