Ефимов Дмитрий Ефимович
Дмитрий Ефимович Ефимов (11.9.1888, Тускел ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) – 1919, Хусан) — чăваш сăвăçĕ-публицисчĕ, «Хыпар хаçатăн тĕп редакторĕ[1].
Дмитрий Ефимов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Ефимов Дмитрий Ефимович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1888, авăн, 11 |
Çуралнă вырăн: | Тускел ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1919 |
Гражданлăх: |
![]() |
Ĕçлев тĕсĕ: | поэт-публицист, редактор |
Биографи тӳрлет
1909 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе тухнă. Ĕпхӳ кĕпĕрнин Çтерлĕ уесĕнче ялти ачасене пĕлӳ панă. 1918 çулта, нарăс-çурла уйăхĕсенче «Канаш» хаçатăн (Хусан) яваплă редакторĕ пулса тăрăшнă.
Каярах Хусан кĕпĕрнин çутĕç уйрăмĕнче ĕçленĕ, «Шурăмпуç» журнала кăларас ĕçе хастар хутшăннă.
1910 çулта «Ваçик» поэмăна хайланă.
Асăрхавсем тӳрлет
- ^ Чувашская энциклопедия Архивленĕ 18 Раштав уйӑхӗн 2022 çулта.
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |