Открыть главное меню
Disambig gray.svg Ефейкин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Аким Кузьмич Ефейкин (1902 çулхи авăн, 11, Элĕк районĕ, Тимĕрçкасси 1974 çулхи кăрлач, 8, Шупашкар) — биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор.

Ефейкин Аким Кузьмич
Çуралнă вăхăт: 1902 çул, авăн, 11
Çуралнă вырăн: Тимĕрçкасси ялĕ, Элĕк районĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1974, кăрлач, 8
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР
Патшалăх:

Flag of the Soviet Union.svg СССР

Ăслăх сфери: ихтиопатологи, паразитологи
Ăсчах степенĕ: биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ
Альма-матер: Хусанти хĕвелтухăç педагогика институчĕ
Чыславсемпе парнесем


Ленин орденĕ|Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕТӳрлет

Ефейкин А. К. 1902 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Тимĕрçкасси ялĕнче çĕр ĕçчен çемьинче çуралнă. Вунă çула кайсан вăл Çулавăç ялĕнчи шкулта вĕренме пуçлать, унтан Элĕкри пуçламăш аслă училищĕре пĕлĕве ӳстерет.

1923 çулта вăл Шупашкарти рабфака вĕренме кĕрет. Çулталăк иртсен ăна Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Ăслăх çулĕпе утма çирĕп тĕллев тытнă каччă хĕсмет вăхăчĕ тухичченех Хусанти Хĕвелтухăçĕнчи педагогика институтне естествознани агрономии факультетне вĕренме кĕрет, студент чухнех ăслăхпа тĕпчев ĕçĕсене кӳленет, генетикăпа уйрăмах кăсăкланать.

1934 çулта «Ӳсентăрансен генетики» ăстаçăлăхпа Ленинградри патшалăх университечĕ çумĕнчи аспирантурăна ăнăçлă пĕтерсе, Шупашкара таврăнать, Чăваш ялхуçалăх институтĕнче ĕçе пикенет.

Ăна биологипе (ботаникăпа) ӳсентăрансен физиологийĕн кафедрине ертсе пыма шанаççĕ. Студентсене лекцисемпе тăнлантарать, пулас агрономсемпе практикăллă ĕç-пуç ирттерет, ӳсентăрансене тĕпчес ĕçе пĕтĕм вăй-хăлне, пĕлĕвне парать, ăслăх ĕçĕсене çырать.

1939 çулта биологи ăслăхĕсен кандидачĕн ăсчах степĕнне илме диссертаци хӳтĕлет.

А.К. Ефейкин 1956 çулта «Онтогенез и мерис — тема покрытосемянных растений» темăпа СССР Ăслăх академийĕн В. Л. Комаров ячĕпе хисепленекен ботаника институтĕнче диссертации хӳтелет, биологи ăçлăхĕсен тухтăрĕ пулса тăрать. Кĕçех ăна профессор ятне параççĕ. Çак ята вăл Элĕк енĕнче чи малтан тивĕçнисенчен пĕри шутланать.

Хевтеллĕ ăсчах çырнă хайланă ĕçсем «СССР Ăслăх академийĕн доклачĕсем», «Ботаника журналĕ», «Генетика» журналсенче, ăслăх çырăвĕсенче чылай пичетленнĕ.

Вăл ерте пынипе темиçе аспирант диссертации хатерлесе хӳтĕлет. А. К. Ефейкин профессорăн чĕри 1974 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче тапма чарăнать.

Чыславсем, парнесемТӳрлет

  • Пĕтĕм Союзри генетисемпе селекционерсен пĕрлĕхĕн пайташĕ
  • Пĕтĕм Союзри ботаника пĕрлĕх Тĕп Канашĕн пайташĕ
  • Чăваш Республикинчи генетисемпе селекционерсен пĕрлĕхĕн ятарлă ертӳçи
  • Чăваш Республикинчи çутçанталăка сыхлакан пĕрлĕх Президиумĕн пайташĕ
  • Ленин орденĕ
  • Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
  • медальсем
  • РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп хучĕ
  • ЧАССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп хучĕ
  • «Пĕлӳ» пĕрлĕхĕн Хисеп хучĕ
  • ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ

ВуламаллиТӳрлет

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет", под ред. Ефимова Л. А., Шупашкар, 2002.

АсăрхавсемТӳрлет

КаçăсемТӳрлет