Ерменеев Виктор Иванович

Ерменеев Виктор Иванович - Совет Союзĕн Паттăрĕ [БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1], Лениград фрончĕн 32-мĕш тӳпе артиллери дивизин 1413- тӳпе артиллери полкĕн 85-мм тупăн командирĕ. Чăваш.

Ерменеев Виктор Иванович
Çуралнă вăхăт 1925 çул, нарăсăн 18-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Сапаккел ялĕ,
Мелекес районĕ,
Чĕмпĕр облаçĕ,
СССР
Вилнĕ вăхăт 1986 çул, утăн 14-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Çавăнтах
Пăхăнулăх ССРП
Çар ăрачĕ артиллери
Артиллери
Артиллери
Хисеп
Кĕçĕн сержант
Кĕçĕн сержант
Чаç Ленинград фрончĕн 21-мĕш çарĕн 32-мĕш тӳпе артиллери дивизин 1413-мĕш тӳпе артиллери полкĕ
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
Медальсем

Кун-çулĕ

тӳрлет

1925-мĕш çулта Сапаккел ялĕнче (хăшĕсем Эврел ялĕнче теççĕ) çуралнă. 7 класс пĕтернĕ, колхозра ĕçленĕ. 1942-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара чĕннĕ, 1943-мĕш çулта Ленинград фронтне оруди командире пулма янă. 1944-мĕш çулхи çар малалла пынă чухне полк 46-мĕш Луга стрелоксен дивизине сыхланă, малтан Псков еннелле, кайран Выборг патне куçарнă.


20.06.1944 колонна Тинĕсçум шоссепе пынă чухне гитлер авиацийĕ тапăнсан Ерменеев сержант тăшманăн 3 самолетне персе антарнă. Çак çапăçушăн ăна орденпа чысланă. 1944-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче ăна Совет Союзĕн Паттăрĕн ячепе чысланă. Ермĕенеев çапăçусемпе Берлин таранах çитнĕ, çĕнтерӳ кунне Стендаль хулинче кĕтсе илнĕ. Вăрçа хыççăн тăван ялне таврăннă, колхозра ĕçленĕ.

Чысĕсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
Биографи «Герои Советского Союза
Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382» кĕнекере az-libr.ru сайтра.
Патшалăх паттăрĕсем
Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
  1. ^ Ерменеев Виктор Иванович. Наградной лист. Страницы: 1. 2.
Ытти асăрхавсем

Вуламалли

тӳрлет
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 2. М.: Воениз., 1988
  • Наши земляки - Герои Советского Союза. 3-е изд. Чебоксары, 1980.

Каçăсем

тӳрлет

  Ерменеев Виктор Иванович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.