Енотла йытă —çăткăн та тискер чĕрчун. Пирĕн республикăра енотла йытă 1948 çултанпа ĕрчет. Вăл вăрăм кĕлеткеллĕ, кĕске ураллă, пĕчĕк пуçлă. Енотла йытă кашкăрсен йышн кĕрет пулин те, хĕлле çывăрма выртать. Енотла йытă нимĕнле апат та тиркемест - тĕрлĕ чĕрчун, хурт-кăпшанкă, вĕçенкайăк, пулă, калта, ӳсентăран, улма-çырла, мăйăр, йĕкел çиет. Енотла йытă - çемьеллĕ чĕрчун. Çурисем çу уйăхĕнче çуралаççĕ. Пуслăхра 6-7 çура пулать. Вĕсем 8-10 уйăхран уйрăм пурăнма тытăнаççĕ. Енотла йытă ĕмĕрĕ 10-12 çултан иртмест, анчах та ытларах чухне çак чĕрчун 6-7 çултан ытла пурăнаймасть. Енотла йытă йышĕ пирĕн тăрăхра 300 пуçран иртмен.

Енотла йытă
Енотла йытăн сăнĕ

Асархавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет