Евстафьев Николай Филиппович
Евстафьев Николай Филиппович, — сăвăç, тăлмач. 1918 çулхи ака уйăхĕн 14 Самар облаçĕн Клявлĕ районĕнчи Йĕкĕр салинче çуралнă. 1986 çулхи утă уйăхĕн 31 Шупашкарта вилнĕ.
1951 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1982 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă.
Пурнăçĕ
тӳрлетПохвиçнĕри ял хуçалăх техникумĕнче агронома вĕреннĕ. 1939—1945 çулсенче çарта пулнă. Холкин-Гол çапăçăвĕсене хутшăннă, Маньчжурире çапăçнă.
«Советская Чувашия» хаçат редакцинче ĕçленĕ.
Ӗçĕсем
тӳрлетСăвă-поэма чăвашла та, вырăсла та çырнă. Ун сăввисемпе юрăсем те кĕвĕленĕ. Николай Евстафьев тĕрлĕ халăхсен произведениĕсене чăвашла куçарнă.
Унăн пурĕ 25 кĕнеке тухнă: