Открыть главное меню

Долгов Владимир Васильевич, — прозаик, сăвăç, тăлмач. 1941 çулхи авăн уйăхĕн 2 Шупашкарта çуралнă. 2001 çулхи пуш уйăхăн 17 Шупашкарта вилнĕ.

ПурнăçĕТӳрлет

Мускаври энергетика институчĕнче, А.М.Горький ячĕпе хисепленекен Литература институчĕнче вĕреннĕ.

Малтан Владимир Долгов заводра ĕçленĕ. Слесарь, токарь пулнă. Кайран РЭУ «Чувашэнергăра» инженер–инспектор пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех строитель техникумĕн преподавателĕ, Шупашкарти телерадиоцентрĕн производство лабораториĕн ертӳçи, проектпа конструктор бюро секторĕн заведующиĕ пулнă.

Литература институтне петернĕ хыççăн «Çамрăк коммунист» хаçат редакциĕнче ĕçленĕ, «Туслăх» журналăн редакторĕ пулнă.

ӖçĕсемТӳрлет

Пурĕ Владимир Долговăн 7 кĕнеке пичетленсе тухнă:

  • «На краю детства» (хайлав, 1979),
  • «Несгибаемый Полышев» (хайлавпа калавсем, 1983),
  • «Вишенка на приплеске» (хайлав, 1985),
  • «Запах хлеба» (поэма, сăвăсем, 1987),
  • «На железном ветру» (роман, 1990),
  • «Музыка красоты» (СУОР çинчен очерксем, 1993),
  • «Возвращение к себе» (калавсемпе хайлавсем, 1994).

Ытти çыравçăсемпе пĕрле 3 кĕнеке кăларнă:

  • «Взгляд за горизонт». Хатĕрлекенсем В.В. Долгов, В.Г. Мурашковский. — Шупашкар, 1989. — 232 с.
  • «Поворот». Хатĕллекенсем В.В. Долгов, В.Г. Мурашковский. — Шупашкар, 1988. — 192 с.
  • «Трудное восхождение». Хатĕрлекенĕ В.В. Долгов — Шупашкар, 1990. — 272 с.

Владимир Долгов 1994 çулта тухнă «Шупашкар=Чебоксары» реклама проспекчĕн текстне хатĕрленĕ.