Дмитриев Пётр Дмитриевич
Пётр Димитриевич Димитриев (1922-1992 çулхи чӳк, 7)— Раççейĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
Кун-çулĕ
тӳрлет1922 çулта Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Юманлăх ялĕнче çĕр ĕçчен çемьинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкула, Тенири тулли вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн, 1938-1941 çулсенче Нурăсри педагогика техникумĕнче пĕлĕве ӳстернĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапрансан Юнтапа çумĕнче çар аэродромĕ тума, Етĕрне районĕн çĕрĕнчи Сăр юханшывĕ хĕрринчи хӳтĕлев йĕрне тума хутшăннă.
1942 çулхи нарăс — раштав уйăхĕсенче вăл Сулен хулинчи Хĕрлĕ Ялавлă, Фрунзе ячĕллĕ артиллери училищинче çар ĕçне вĕреннĕ. Унтан вĕренсе тухсан çулăм взвод командирĕ, кайран — батарейă командирĕ пулса, Тĕп, Иккĕмĕш Белоруси фрончĕ тата Пĕрремĕш Белоруси фрончĕсенче нимĕç начисчĕсене хирĕç çапăçать.
1945 çулхи акан 26-мĕшĕнче Берлин операцинче суранланать, хоспитăле лекет.
Вăрçă шавĕ лăплансан капитан Дмитриев Совет Çарĕн Германири чаçĕсенче хĕсметре тăрать. 1947 çулта хĕсметрен тухать.
1947-1954 çулсенче вăл Элĕкри ватам шкула военрук тата географи вĕрентӳçи пулса ĕçлет. 1954 çулта
1954 çулта Хусантти патшалăх педагогика институтĕнчен кĕрет мар йĕркепе вĕренсе тухать. 1954-61 çулсенче П. Дмитриев — Канашри шкул-интернат директорĕ. 1965-1966 çулсенче — ЧАССР çутĕç министăрĕн çумĕ. Ун хыççăнхи çулсенче — вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институт методисчĕ, Шупашкарти 32-мĕш №-лĕ тата 6-мĕш №-лĕ шкулсенчи географи верентӳçи.
1984 çултанпа — тивĕçлĕ канура.
1992 çулхи чӳкĕн 7-мĕшĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупать.
Чысĕсем
тӳрлет- Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- Богдан Хмельницкий орденĕ (3-мĕш степенĕ)
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ (2 хутчен)
- медальсем;
- Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
Вуламалли
тӳрлет- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.