Джагфар Тарихы

Джагфар Тарихы ("Джагфар Историйĕ"), — историлле çăлкуç евĕр ăсталанă суя япала (фальсификаци)[1][2][3][4]. 1990-мĕш çулсенче кулленхи пурнăçа Ф.Г.-Х. Нурутдинов текенскер илсе килнĕ. Çак çын хăй аллипе тунă алçырусем урлă çеç паллă. Алçырăвăн маларахри кунçулĕ Нурутдинов каласа панă тарăх çеç йĕрленет. Вăл хатĕрленĕ текстсем умĕн мĕн пулнă, ку пачах та паллă мар. Нимĕн те "хыпашласа пăхма" май çук.

Асăннă текст пирки ăнлантарни

тӳрлет

Кам ÿркенмест, çавă асăннă текстпа паллашма пултарать[5].

"Джагфар Тарихы" — çирĕммĕш ĕмĕр феноменĕ

тӳрлет

Йышăнас пулать, тĕнчере "Джагфар Тарихы" текен япала чăнах та пур. Анчах та унăн (çак текстăн) кунçулĕ вăтам ĕмĕрсенчи Атăлçи Пăлхарта мар, XX ĕмĕрĕн 1990-мĕш çулĕсенче çеç пуçланать. Мĕнле калас, шăпах ун чухне тупăннă та ĕнтĕ çакăн пек япалана ăсталама "ÿркенмен" çынсем.

Хăшпĕр чăваш авторсем "Джагфар Тарихы" çине таянма хăтланни

тӳрлет

"Джагфар Тарихы" фальсификаци пулни специалист мар çынна та паллă. Апла пулин те хăшпĕр чăваш авторсем ун çине таянса "тишкерÿсем" тата "тĕпчевсем" майлаштарма хăтланнисем, шел пулин те пулнă.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Г.И. Тафаев.ФАЛЬСИФИКАЦИЯ В УРАЛО - ПОВОЛЖСКОЙ РЕГИОНАЛИСТИ<К>Е.
  2. ^ Г.И. Тафаев.Исторические мифы в истории древнебулгарской цивилизации
  3. ^ Петров А.Е., Необулгарская идея и легитимизация поддельного свода Джагфара.// Фальсификация исторических источников и конструирование этнократических мифов. — М.: ИА РАН, 2011.
  4. ^ Шамилоглу Ю.«Джагфар тарихы»: как изобреталось булгарское самосознание // Фальсификация исторических источников и конструирование этнократических мифов. — М.: ИА РАН, 2011. — С. 275—287.
  5. ^ Бахши Иман. Джагфар Тарихы. Т. 1. Свод булгарских летописей 1680 г. / Изд. подготовлено Ф. Г.-Х. Нурутдиновым. — Оренбург: Редакция Вестника Болгария, 1993. // Т. 2. — Оренбург: Редакция вестника «Болгар иле», 1994. // Т. 3. — Оренбург: Редакция вестника «Болгар иле», 1997. — 180 с.

Каçăсем

тӳрлет