Дементьев Геннадий Петрович
Дементьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Геннадий Петрович Дементьев (1932—1996) — совет конструкторĕ, Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ (1990).
Геннадий Петрович Дементьев | |
Çуралнă вăхăт | 1996, çурла, 18 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Мускав |
Вилнĕ вăхăт | 1996 çулхи çурла, 18-мĕшĕ (64 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх |
ССРП, Раççей Федерацийĕ |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Ĕçе илекен | |
Ашшĕ | Дементьев Пётр Васильевич |
Премисемпе чысланисем |
Биографи тӳрлет
Геннадий Петрович Дементьев 1932 çулхи пушăн 21-мĕшĕнче Мускавра совет промăçлăхĕн паллă организаторĕн, иккĕ хутчен Социализм Ĕçĕн Паттăрĕн Петр Васильевич Дементьевăн çемьинче çуралнă. 1957 çулта вăл Ленинградри А. М. Можайский ячĕллĕ сывлăш-вăрçă академинче вĕренсе тухса диплом илнĕ, Мускаври машинăтăвакан «Зенит» савутĕнче инженер-конструктор пулса тăрăшнă. 1958 çулта Мускаври авиаци институтне вĕрентме куçнă. 1967 çултанпа «Зенит» савучĕн Тĕп конструкторĕн çумĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
«Спираль» орбита самолётне, «МиГ-27» бомбă пăрахакан истребителе тата унăн модификацисене ăсталанă ĕçсене хутшăннă[1].