Деменкова Валентина Васильевна
Деменкова Валентина Васильевна, — сăвăç. 1924 çулхи раштавăн 8 Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралнă.
Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн (2002) членĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлетПатăръел педагогика техникумĕнче вĕреннĕ.
1942-1976 çулсенче Комсомольски районĕнчи Виçпӳртри пуçламăш тата Нĕркеçри сакăр çул вĕрентекен шкулсенче ачасене вĕрентнĕ.
Халĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Мăн Ключицы (1979 çултанпа) ялĕнче пурăнать.
Ӗçĕсем
тӳрлетСăвăсене вăл 5-7 класра вĕреннĕ чухнех çырма пуçланă. Анчах та ун хыççăн çырма пăрахнă. 60 çул пурăннă хыççăн çеç каллех сăвă çырма пуçланă.
Валентина Васильевнăн 1999 çулта «Кĕтнĕ шуçăм» ятлă сăвă кĕнеки пичетленсе тухнă. 2000 çулта вырăсла тата чăвашла «Шевле çути» кĕнеке тухнă.