Открыть главное меню

Дедюшко Александр Викторович

Кун-çулĕТӳрлет

Александр Дедюшко 1962 çулхи çăвăн 20-мĕшĕнче БССРти Гродно облаçĕн Волковыск хулинче çуралнă.

Шкул çулĕсенче ӳнерпе кăсăкланнă: ташă ансамбльне çӳренĕ, капустниксенче вылянă, сăвă калама ăста пулнă. Çапах та шкул хыççăн института тӳрех кĕме май пулман, пĕр çулталăк автомашинăсен слесарĕ пулса ĕçлеме тивнĕ. Кайран виçĕ çул Балти флотĕнче хĕсметре (кабель хуракан «Донецк» çинче) тăнă. Хĕсмет хыççăн ЗИЛ заводĕнче цех физоргĕ пулса ĕçленĕ. Тепĕр çулла Горьки театр училищине вĕренме кĕрет, 3 çул çура хыççăн вĕренсе тухать. Çур çул Минск хулинче театрта ĕçлет, хыççăн ултă сезон Улатимĕр драма театрĕнче (чылайăшпе тĕп рольсене выляса) хевтелет.

Кинори пĕрремĕш эпизод ролĕ — «ДМБ» çар комединче патруль пуçлăхĕ. Пĕрремĕш тĕплĕ ролĕ — «Директории смерти» (1999) телесериалта. 2003 çул Александр Дедюшкăшăн ăнăçлă пулать, вăл Игорь Талпăн «Оперативный псевдоним» телесериалĕнче вылять. Малашне, ытларах кăткăс сюжетлă телесериалсенче вăй хурать.

2007 çулăн чӳкĕн 3-мĕшĕнче автокатастрофăра çемьйипех (арăмĕпе ывăлĕпе) сарăмсăр вилет. Александр Дедюшко хăйĕн автомобилĕпе икĕ талккăш йĕре каçса хирĕç йăрăма тухать, унта айккинчи сулахай куçăм йăрăмĕнче Scania грузовикпа çапăнать.Грузовик водителĕ чĕрĕ юлать.

Александр Дедюшкăна Светлана Чернышкова арăмĕпе тата Дмитрий ывăлĕпе Троекур çăви çине Мускавра пытарнă.

ФильмографиТӳрлет

Парнесемпе чыссемТӳрлет

  • ФХХ парни, 2007 çул, «Артист ĕçĕ» номинаци (вилнĕ хыççăн): «Псевдоним „Албанец“», «Сармат», «Оперативный псевдоним» кинофильмсемшĕн.

КаçăсемТӳрлет